Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ĕçлĕ çул çӳревпе Вăрнар тăрăхĕнче пулчĕ. Чи малтанах Алла Леонидовна Çĕрпел ялĕнчи шкула кĕрсе курчĕ. Пĕлӳ çуртĕнче пуш уйăхĕнчен тĕплĕ юсав пырать. Вĕренӳ учрежденине çĕнетме 61 миллион тенкĕ ытла уйăрнă, вĕсенчен 55 миллион тенки федераци хыснинчен. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче вĕренекенсем парта хушшине ларĕç-ши? Е каллех шăнкăрав сасси янрамасса та пултарать? Хуравĕ – пирĕн сюжетра.
Çĕрпел ялĕнчи шкула 1977-мĕш çултах çĕкленĕ. Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче кунта 188 ача вĕреннĕ. Пĕлӳ çуртне таврари пилĕк ялти ачасем çӳреççĕ – Çĕрпел, Хирпуç, Хорнсор, Кайри Тукай тата Рункă. 2019-мĕш çулта шкула тĕрĕсленĕ. Вăл çуртăн аллă проценчĕ юхăннине çирĕплетнĕ. Кăçал пуш уйăхĕнче кунта тĕплĕ юсав пуçланнă. Шкула «Вĕренӳ аталанăвĕ» патшалăх программипе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Вăхăт сахал иртнĕ пулин те, подрядчик чылай ĕçе пурнăçланă. Тăрă улăштарнă, тулаш енне илемлетнĕ, шыв пăрăхĕсене çĕнетнĕ, çутă пралукĕсене çĕнĕрен кĕртнĕ. Халĕ ытларах шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ. Проекта смета хучĕсене улшăнусем кĕртнипе объектра ĕçсем кăшт каярах юлса пыраççĕ. Çапах та шкул пĕлӳ кунĕ тĕлне хатĕр пулассинче вырăнти влаç тытăмĕнче тăрăшакансем иккĕленмеççĕ.
АЛЕКСЕЙ ФИРСОВ: «Подрядчик ĕçсене аван пурнăçласа пырать. Анчах курман ĕçсем тупăнчĕç те çавăнпа та ремонт ĕçĕсене чуть вăрăмлатмалла пулчĕ».
Муниципаллă округра пулнă май, Алла Салаева çынсене тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ. Сергей Ильин Вăрнарти 2-мĕш шкул тавралăхне илемлетесшĕн. Пĕлӳ çуртне 2017-мĕш, 2019-мĕш çулсенче тĕпрен юсанă. Анчах та тавралăхне хăтлăлатман.
СЕРГЕЙ ИЛЬИН: «Шкулсене капиталлă ремонт тунă хыççăн тавралăха кĕртмелли программа пур. Çав программăна кĕресшĕн эпир. Çавăнпа йĕркене кĕртнĕ. Çав вăхăтрах спорт лапамĕсене туса хăварасшăн ачасем валли. Йĕри-тавра картасене йĕркене кĕртесшĕн».
Вăрнарти 2-мĕш шкулта пин ытла ача вĕренет. Вĕсен физкультура урокĕсене ирттерме вырăн та çук. Шкул картишĕнчи спорт лапамĕсем ку енчен те меллĕ пулаççĕ. Ыйтăва тимлĕхе илнине палăртрĕ депутат. Алла Салаева Чăваш Ен хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертӳçипе Наталья Николаевăпа тăрăхри хастарсемпе тĕл пулчĕ. Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа вĕсем нумай çул пĕрле пурăнакан çемьесене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Шумиловсем те. Вĕсем виçĕ ача ӳстернĕ.
ВАЛЕРИЙ ТАТА МАРИНА ШУМИЛОВСЕМ: «Ял хуçалăхĕнче ир пуçласа каçчен уйра. Воспитани ĕнтĕ, ачасене пăхса ÿстересси ун хулпуççи çине лекнĕ. Пирĕн çемье тĕреклĕхĕ ытларах каласассăн ĕçре тесе шутлатпăр. Ĕçпе çыхăннă эпир. Чуна ĕçе паратпăр. Çемьене те, ачасене те юрататпăр».
Тăрăхсене тухса çӳрени çынсен пăшăрханăвĕсене пĕлме май парать. Ку кирлĕ саккунсем йышăнма, вĕсен ыйтăвĕсене татса пама пулăшать палăртать Алла Салаева.
2 views
316
85
1 year ago 00:02:31 1
Ырăлăх центрĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:04 1
Раштав уйăхĕнче туса пĕтермелле
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать
1 year ago 00:02:40 2
Çĕнĕ стадион, такăр çул
1 year ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
1 year ago 00:02:31 1
Уй-хирти шкул
1 year ago 00:02:08 1
Велоспорта юратакансем ăмăртрĕç
1 year ago 00:02:53 14
Етĕрнере шкул ачисем музейсем тăрăх çӳреççĕ
1 year ago 00:03:20 2
Вырăна çитсе курчĕ
1 year ago 00:01:41 2
Тăрăх аталанать
2 years ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать