Вĕсен хăватлăхне лаша вăйĕпе виçнĕ. Ку кăтарту 50-ран та кая пулма пултарнă, апла пулин те хăй вăхăтĕнче вĕсем пирки шăв-шав нумай тăнă, хавхаланса каласа кăтартнă. Сăмах ĕлĕкхи автомобильсем пирки пырать. Шупашкарта «Амазони» паркра Раççейри кивĕ авто тата мототехникăн «Вăхăт машини» фестивалĕ иртрĕ.
Автомобиль XX-мĕш ĕмĕрĕн палли пулса тăнă. Çĕршывра ӳсĕм, аталану пулнине кăтартса панă вăл. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи хыççăн хуласенче вĕсем час-час курăнма пуçланă. Çулсем иртнĕçем нумайрах та нумайрах тĕрлĕ маркăллă автомобиль тухма пуçланă. Паллах, двигатель хăватлăхĕ те пысăкланса пынă. 20-30 лаша вăйĕллĕ автомобильсене паян 200-300-лисем те улăштараççĕ. Пур арçын та тенĕ пекех руль умне ларма ĕмĕтленет.
– Эпĕ те, паллах, ача чухне нумай техника çине тепĕр чухне ĕмĕтленсе, тепĕр чухне киленсе пăхнă. Калăпăр, кунта инвалидсене тивĕçтернĕ пĕчĕк кăна машина тăрать. Астăватăп, пирĕн яла çакăн пек машинăпа хамăр ял арçынни Шупашкартан килсе çӳретчĕ. Яланах эпĕ пĕр енчен телĕнеттĕмччĕ, тепĕр енчен ĕмĕтленеттĕмччĕ – çитĕнсен эпĕ те çакăн пек машина илсе, çакăн пек машинăпа çӳреме пултарăп тесе шутланăчччĕ. Паллах, эпĕ çитĕннĕ çĕре машинăсем пачах та урăхлисем пулчĕç. Çак фестивальте çав машинăсем те пур. Вĕсем хăйсен аса илĕвĕсене тултарчĕç.
АЛЕКСЕЙ МИЛЛИН: «1979-мĕш çулта Серпуховри автозаводра кăларма пуçлаççĕ. Мĕншĕн çак машинăна шутласа тупса кăларма шутланин сăлтавĕ пур. Мĕншĕн тесен Аслă Аттелĕх вăрçинчен нумайăшĕ суранланса, аманса килеççĕ. Нумайăшĕ килĕсене урасăр таврăнаççĕ. Çак çынсен пурнăçесене çăмăллатма, вĕсене пĕр вырăнтан тепĕр вырăна çитсе ӳкме çăмăлтарах пултăр тесе шутласа кăлараççĕ».
Ку машинăсене 1997-мĕш çулта кăларма пăрахнă. Елчĕк тăрăхĕнчи Алексей Миллинăн машини 33 çулта, вăл ăна Чулхулара тупса туяннă, юсаса çĕнетнĕ хыççăн куравсене хутшăнма пуçланă. Самара, Хусан, Йошкар-Ола, Ĕпхӳ, Чĕмпĕр, Шупашкар – фестивале хутшăнакан автомобильсем тĕрлĕ хуларан çитнĕ. «Москвичпа» «Волга», «Жигулипе» «Запорожец» Совет Союзĕ вăхăтĕнчи автомобильсем.
– Кашни модель хăй вăхăтĕнче наукăпа техника прогресĕн пухакан япала пулнă. Раçсей Федерацийĕнче те, ытти çĕршывсенче те. Çавна пăхнă май, Совет Союзĕ вăхăтĕнче наука та самай аталаннă, техника та, çынсем те. Çак фестивальте эпир куратпăр пĕр енчен хамăр çĕршыв, хамăр халăх вăйне. Унсăр пуçне паян çакăнта кивĕ техникăна кивĕ тесе калатпăр ĕнтĕ, анчах та вĕсем вăхăтпа кивĕ. Вĕсен паянхи туйăмĕ кивĕ мар. Вĕсем паянхи сывлăшпа сывлакан техника. Вĕсене çавăн пек сывлăшпа сывлаттараççĕ çак ĕçпе киленекен çынсем. 50-60 çул каялла конвеертан тухнă транспорт паян куçа илĕртет. Акă, ку «Волгăна» 1968-мĕш çулта кăларнă. 10 çул ытла çӳренĕ хыççăн вăл 40 çул гаражра ларнă. Унпа фестивале кăçал Таджикистанран çитнĕ. Рулĕ те унăн ыттисенчен уйрăлса тăрать, ăна слон шăмминчен хатĕрленĕ. Ют çĕршывра туса кăларнă автомобильсем çеç 30-а яхăн пулчĕç куравра. Пĕрисене «Виллиспа» «Додж» илĕртрĕ. Теприсем вара Бьюикпе Кадиллак умĕнче ытларах чарăнса тăчĕç. «Понтиакпа» «Пакард» умĕнче сăн ӳкерĕнекенсем те нумаййăн пулчĕç. Кăçалхи фестивале 200 ытла авалхи техника хутшăнчĕ. Курава хальхинче СССР вăхăтĕнчи мотоциклсем те пуянлатрĕç.
1 view
186
49
2 months ago 00:11:53 1
CANON R5/R5C/R6 CLOG3: Color Grading Tutorial
3 months ago 01:04:03 1
VAMPYRUS NOVUS | 2 КНИГА 3 ГЛАВА💎ИЗУМРУДНЫЙ ПУТЬ (ЛИГА МЕЧТАТЕЛЕЙ)
4 months ago 00:47:48 1
relaxing paint and doodle with me! *** all levels ***
5 months ago 00:14:47 1
pocket doodler tutorial: super easy!
9 months ago 00:00:52 1
Аль-Ахзаб (33:35) | Союзники
9 months ago 00:03:33 1
Prince & Djohn - I’m Not Gay (Cover ft. Sable) [MLP fan parody - Explicit]
9 months ago 00:05:37 1
Jesus Loves Me - The most BEAUTIFUL hymn medley (with Children’s Choir!)
12 months ago 00:17:47 1
how to paint a white flower with watercolors **all levels**
12 months ago 00:04:47 1
The First Noel (with lyrics) - The most Beautiful Christmas carol / hymn
1 year ago 00:03:34 1
Standing on the Promises of God (with lyrics) - The most BEAUTIFUL hymn!
1 year ago 00:21:02 1
Photographing Sparrowhawks and Pine Martens | Scottish Photography Hides | Nikon Z9 & 400mm f/4.5 S