Ют çĕршывран кӳрсе килекен таварсене Раççейрех кăлараççĕ. Америкăн пĕрлешӳллĕ штачĕсем тата хĕвеланăç патшалăхĕсем санкцисем кĕртнипе çак ыйту татах та çивĕчленчĕ. Чăваш Республикинчи предприятисем те çак ĕçе хутшăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкарти хăватлă агрегатсен завочĕ. Унта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çитсе курчĕ. – Ку электричество погрузчикĕ. Предприяти умĕнче тĕллев лартрĕç. Халĕ çак погрузчика пирĕн заводра пуçтаратпăр. Чи пĕлтерĕшли кунта кустăрмасем çавăрмалли кĕпер. Погрузчик хĕсĕк вырăнта меллĕ. Шупашкарти хăватлă агрегатсен завочĕ çак кĕперсене кăларать. Тиев машининче вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кустăрмасем çавăрмалли кĕпе