Турцирен, Испанирен, Швецирен, Китайран, Швейцарирен килнĕ тата Раççейри ытти регионта пурăнакан яш-кĕрĕм Тури Ачакри чăваш хресченĕн музейне çул такăрлатнă ĕнтĕ. Чăваш Енре пурăнакан каччăсемпе хĕрсем те «Манăн çул çӳрев кĕнеки» проектпа килĕшӳллĕн регионти паллă 38 вырăна çитсе тавра курăма аталантараççĕ.
Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа çĕртме уйăхĕнчен шкул ачисем валли çуллахи кану программи республикăра ĕçлесе кайрĕ. Унта вĕсем Чăваш Енри вăйлă аталанакан предприятисен, культура, ăслăлăх çурчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ. Ачасем çуллахи вăхăтра 38 çĕре çитсе курма пултараççĕ.
ЛЮДМИЛА ПЕТРОВА: «1984-мĕш çулта 43 çул ытла колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Аркадий Айдак пуçарнипе туса лартнă. Музейĕ тĕл тĕллевĕ – чăваш халăх историне, культурине, йăли-йĕркисене сыхласа хăварасси».
Çĕртме уйăхĕнче 30 000 ытла шкул ачи çак программăпа усă курнă. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров утă уйăхĕнче те шăпăрлансем кану вăхăтне усăллă ирттерессе шаннине пĕлтерчĕ. Ятарлă кунчăкра ачасен ку е тепĕр вырăн мĕнпе асра юлнине çырса пымалла. Юлашкинчен камсем пур çĕре те çитсе ĕлкĕреççĕ вĕсем валли кăсăклă, паллă çынпа тĕл пулу йĕркелеççĕ.
ЛЮДМИЛА ПЕТРОВА: «Хура пӳртре килĕшет ачасене. Хресченсене мĕнле пурăннине каласа кăтартсан, чăнах та, тĕлĕнмеллипе тĕлĕнен. Кĕлетре тыр-пул упратпăр, ытти ĕç хатĕрĕсене упратпăр. Ачасем ĕлĕкхи ал арманĕпе тырă авăртма юратаççĕ. Ăна авăрттаратпăр. Пахчара йĕтĕн акса çитĕнтеретпĕр. Чăваш хресченĕсем кĕпе çĕклесе тăхăннă».
ВЛАДА КОЛЬЦОВА: «Мана ку экскурси питĕ килĕшрĕ. Экскурсовод питĕ лайах каласа пачĕ, питĕ лайăх ирттерчĕ. Мана питĕ килĕшрĕ. Эпир ĕлĕкхи уяв пирки нумай пĕлтĕмĕр. Хамăр та выляса пăхрăмăр».
Музей ĕçченĕсем, таврари культура учрежденийĕсенче вăй хуракансем чылай çул пĕрле ĕçленĕрен – туслă çемьери пек. Çул çӳреве тухса çӳрекенсене те 19-мĕш ĕмĕрти савăт-сапа, ĕç хатĕрĕ, йăла-йĕрке пирки каласа пама, кăтартма пултараççĕ.
МАРИНА БЕЛЯКОВА: «Чăваш хресчен музейĕнче пысăк уяв. Районĕпех пирĕн пата ачасем хăнана килчĕç. Ватти те, вĕтти те – пурте пур. Пурне те интереслĕ. Кашни чăваш культурипе паллашать».
Шкул ачисене ĕлĕкхи йăла-йĕркене аса илтерсе улаха лартаççĕ, ташă картине тăратаççĕ.