Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Шупашкарти пăрăхсен заводне çитсе курчĕ. Унта паян çĕнĕ производство цехне уçрĕç. 15 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса панă. Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра.
Шупашкарти пăрăхсен завочĕ полиэтилен туса кăларас енĕпе ĕçлекен Атăлçири чи пысăк заводсенчен пĕри. Çулталăка 22 000 тонна хăватпа 7 технологи линийĕ ĕçлет. Ăшăпа тивĕçтерекен пăрăхсем те кунтах хатĕрлеççĕ. Заводăн пысăк склад пур. Унăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 11 гектар йышăнать. Пĕр харăсах кунта 5 000 тонна таран пăрăхсем упрама май пур. Предприяти ура çинче çирĕп тăрать. Пусăмсăр ĕçлекен шыв пăрăхĕсене те кăларма пуçланă кунта. Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов «Чăваш Енрен, юратупа» тесе асăнмалăх çырса хăварчĕ. Вĕсен диаметрĕ 3 пин миллиметр. Нумай сийлĕ хатĕрсене те пысăк калăпăшпа кăлараççĕ. Ку енпе производствăна çĕнетме тӳр килнĕ. Заводра хальхи йышши лаборатори те ĕçлет. Унта продуки пахалăхне пур енлĕн тĕрĕслеççĕ. Заводра Раççейре кăларнă продукципе усă курса пăрăхсем тăваççĕ. Ку пĕрлешӳре 270 ытла çын тăрăшать. Пурте хăйсен ĕçне юратса, тăрăшса пурнăçлани сисĕнет тесе малашне те курăмлă ĕçлеме сунчĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
1 view
426
123
10 months ago 00:04:21 1
Презентация компании “Mart Doors“
1 year ago 00:02:42 1
Туризм аталантарасшăн
2 years ago 00:02:22 3
Ĕçпе сиплеççĕ
2 years ago 00:01:24 1
Çĕнĕ цех уçăлчĕ
3 years ago 00:04:04 1
Придорожный комплекс станица Варениковская. #коммерческаянедвижимостьновороссийск