Чун киленĕçĕ телей кӳрет

Раççей журналисчĕсен союзĕн пайташĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Вражкин çĕршыв шайĕнчи «Хăйне евĕрлĕ Раççей» конкурса хутшăнса «Çынсем» номинацире çĕнтернĕ. Тупăшăва Александр Николаевич виçĕ ĕç тăратнă. Унта вăл чăваш тĕррипе, чăваш сăрипе, «Чăваш вăрманĕ» наци паркĕнчи ĕçсемпе паллаштарнă. Сасăлав кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче вĕçленнĕ. Сăнӳкерчĕксемшĕн 10-ран пуçласа 100 балл таран лартма пулнă. Интернет-сасăлавра «Тĕрĕçĕн ылтăн алли» ĕçĕ чи пысăк балл пухнă. Унта фотограф Любовь Вазюкова тĕрĕ ăстине сăнланă. АЛЕКСАНДР ВРАЖКИН: «Вăхăт-вăхăт архивсемпе ĕçлесе ларатăп. Çак ӳкерчĕк тĕл пулчĕ мана. Ман шутпа, вăл ăшă ӳкерчĕк. Эпĕ ăна хатĕрленĕччĕ питĕ васкаварлă. Раççейре «Русь мастеревая» фотоконкурс иртет. Эпĕ культура пирки ӳкерме юрататăп, йăла-йерке. Вара çавăнта кайнăччĕ. Любовь Степановна ĕçлесе ларать. Вăл ман çине пăхса илчĕ та çапла питĕ ăшă кулса. Эпĕ ун чухне ӳкерчĕкне пăхса тăраймарăм васкаса. Çĕнтерчĕ вăл интернет сасăлавра 57 000 балл пухрĕ. Çавна палăртса хăварас килет
Back to Top