Республика кунне йышăнакан тĕп лапам кăçал – Çĕнĕ Шупашкар. Вăл уява хатĕрленме пуçланă ĕнтĕ, тавралăха хăтлăх кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – хушма хуçалăхри тавара сутмалли пасар тăвасси. Çак кунсенче унта Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулса курчĕ.
Проект планне тепĕр хутчен çак вырăна куллен суту-илӳ тума тухакансемпе сӳтсе яврĕ. Ольга Александрова мăшăрĕпе пĕрле Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Хурăнварта пурăнать. Пахчара ӳстернĕ çимĕçсемпе усă курса тĕрлĕ тутлă апат консервлать. «Суту-илӳ ĕçĕ маншăн ытларах чун киленĕçĕ. Çынсемпе калаçса кун иртни те сисĕнмест», – тет вăл.
ОЛЬГА АЛЕКСАНДРОВА: “Пĕлтĕр хамăр туса çитĕнтернĕ. Сухан мĕнле шăтса тухнă. Пĕтĕмпех хамăр пуçтарнă, хамăр тунă, хамăр типĕтнĕ. Купăста калчи“.
Станислав Агеева та ку тăрăхра пурте пĕлеççĕ. Кунсерен тавар туянакан самай.
СТАНИСЛАВ АГЕЕВ: «Баклажан, хăяр, перец, помидор. Пĕтĕм хамăр тунă япала сутатпăр. Часрах праçникĕ çиттĕр. Пирĕн хулара тирпей пулать. Пур халăха та лайăх, хитре. Пурте кăмăллă пулатпăр“.
Çапах та кунсерен юр-вар, пахча-çимĕç, ӳсен-тăран тата ытти япала сутма тухакансем пушатмăш пулманнипе канăçсăр. Çил тăвăл тухсан, çумăр çусан та пытанса пулмасть. Уçă вырăн. Çавăнпа та малашне пĕчĕк пасар йĕркелесшĕн кунта. Тавар вырнаçтармалли сĕтел, лармалли пукан, хĕвелтен хăтаракан тăрă та пулĕ. Ун пек ларек шучĕ 20-е яхăн çитмелле. Суту-илӳ вырăнĕпе тӳлевсĕр усă курĕç. Чăваш Республикин правительстви иккĕмĕш çул çак проекта тĕллевлĕ пурнăçлать.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: “Ялан хăйсен хушма хуçалăхĕнчи продукцине сутма килеççĕ. Халăх та килет çуллахи вăхăтра сутмалли продукци çеç – питĕ кирлĕ тесе шухăшлатпăр. Çĕнĕ Шупашкарăн пĕчĕк пасара республика кунĕччен палăртса хăварнă çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕччен. Хута ярасса шансах тăратăп“.
Çĕнĕ Шупашкарти пĕчĕк пасар Винокуров урамĕнчи 23-мĕш çурт çывăхĕнче вырнаçĕ. Малтанхи вырăнтах. Унта халь тăрăшсах тротуар плиткине хураççĕ.
1 view
561
166
5 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
6 months ago 01:44:34 1
Н .Н. Максимов - 80 ! Пултарулăх каçĕ.
10 months ago 03:07:55 2
“Ĕмĕр иртет-кун юлать“ ярăмран. ЧНК 30 çул тултарнине халалласа.
12 months ago 00:02:54 1
Шăнкрав курăкĕ. Первая исполнительница песни Валентина Матвеева. Оригинальная запись.