Хĕрсем те каччăсемпе пĕр шайрах техникăпа туслă. Кăна вĕсем хăйсен çитĕнĕвĕсемпе çирĕплетеççĕ. Акă, сăмахран, Шупашкарти «Кванториум» ача-пăча технопаркĕн вĕренекенĕсем Раççей шайĕнче палăрнă. Вĕсен ăсталăхĕн вăрттăнлăхне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ.