«Анне-усламçă» çĕршыв шайĕнчи конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ. 36 хутшăнаканран 100 000 тенке кам тивĕçни тинех паллă пулчĕ. Çĕнтерӳçĕ çитес вăхăтра Мускав хулинче Чăваш Республикин чысне хӳтĕлĕ. Унта ытти регионти усламçăсемпе миллион тенкĕшĕн тупăшĕ. Апат пĕçересси, ача ӳстересси, киле тирпейлĕхре тытасси хĕрарăмшăн тахçанах йăлана кĕнĕ. Ĕмĕрсем иртнĕçемĕн вĕсем те тĕрлĕ енлĕн аталанаççĕ. Усламçăсен картлашкипе хăпараççĕ. Хăйсене çĕнĕлĕхре тĕрĕслеççĕ. Çак ĕçре «Анне-усламçă» проект пулăшать. Çул çитмен ачаллă аннесем, усламра пĕрремĕш утăм тăвакансем е халиччен ку енре ĕçлесе курнисем 4 кун пĕлӳ пухрĕç.
ЕЛЕНА ГРИГОРЬЕВА: “Информаци питĕ нумай. Чăнах та, пĕтĕмпех ăнланмалла. Нумай эпир бизнес-план çинчен калаçрăмăр. Соцсетьсене мĕнле ертсе пырасси пирки, çавăн пекех килте ачасемпе хамăра мĕнле тытмаллине те пире кăтартса, каласа пачĕç. Унсăрăн тата эпир бизнес-визит тетпĕр, пĕрремĕш кунхине ытти предпринимательсем патне те тухса кайса куртăмăр. Вĕсем мĕнрен пуçланине, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнисене пире ăнлантарса каласа пачĕç”.
АЛЕВТИНА ДИМИТРИЕВА: “Питĕ-питĕ пысăк информаци пулчĕ. Питĕ кăсăклă самантсем унта. Вăл информацие эпĕ хамăн пуçра шутласа, вырнаçтарса лартрăм”. Ăстаçăсен пĕлĕвне тата вăрттăнлăхĕсене усă курса аннесем хăйсен проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Питсенче йăлтăр кулă пулсан та, кашниех мала тухассишĕн ĕмĕтленчĕ. «Ĕçе юратса тусан, вăл ăнăçлă пулать», – тесе ахальтен каламаççĕ. Наталья Фатыкова Европăри пурăнакансен кукăлĕсене пĕçерессипе проект хӳтĕленĕ. Усламра сахал пулсан та, конкурсра мала тухнă. Вăл çĕнсе илнĕ укçапа ĕçлекенсен шутне ӳстерĕ, кафе уçасси çинчен те пытармарĕ.
3 views
1082
331
4 months ago 00:03:57 1
TÁ CHORANDO POR QUÊ? | Jeyzer Maia (Cover) Preto no Branco
1 year ago 00:02:08 1
«Чĕкеç» фестиваль куракансене кĕтет
1 year ago 01:22:48 1
GABRIELA ROCHA - HINO DA VITÓRIA || As Melhores gospel e Músicas Novas 2022 || LISTA ATUALIZADA
1 year ago 00:01:58 3
Енчĕкре - 100 пин тенкĕ
1 year ago 00:02:41 1
Чăваш Енри кирпĕчсем
2 years ago 00:03:35 1
Акатуй кĕрлерĕ
2 years ago 00:03:45 1
Элĕксем автоклублă пулчĕç
2 years ago 00:02:22 3
Ĕçпе сиплеççĕ
2 years ago 00:03:58 1
Пĕрремĕш пулăшу пур
2 years ago 00:01:50 1
«Артекран» кая мар
2 years ago 00:10:15 1
Chocolate Nuts Roll # 26 Schokoladen-Nuss-Rolle/Rouleau chocolat-noix/Rolo de chocolate e nozes
2 years ago 00:02:05 1
Чăваш Ен тата Чĕмпĕр облаçĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç
2 years ago 01:22:48 2
As Melhores - Gabriela Rocha - 2023
2 years ago 00:04:08 13
Алексей Московский и Полина Борисова - Хулиган
3 years ago 00:01:51 4
Асăрхану кирлĕ
3 years ago 00:02:02 1
Шупашкар епархийĕ - 75 çулта
3 years ago 00:01:29 2
Хăйсен ăсталăхĕпе тĕнчене илемлетеççĕ
3 years ago 00:05:15 5
GABRIELA ROCHA - NENHUMA CONDENAÇÃO HÁ (2021)
4 years ago 00:04:37 1
GABRIELA ROCHA - ESPÍRITO, ENCHE A MINHA VIDA / AO ÚNICO (CLIPE OFICIAL)
4 years ago 00:01:49 1
Ирĕкри айăплав
5 years ago 00:03:02 20
«Çěнě хум» çěнě ятсем уçрě
5 years ago 00:01:06 1
Кӳкеçре парк уçрĕç.
7 years ago 00:01:17 109
Елчĕк районĕнче ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе уçă турнир иртрĕ
7 years ago 00:02:37 286
Елчĕкре ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен тата штанга йăтакансен турнирĕсем иртрĕç