Пĕчĕк вăйпах - пысăк ĕç

Каçал тăрăхĕнче выльăх-чĕрлĕх валли апат хатĕрлесси те кал-кал пырать. Республикăра хальлĕхе 245 пин ытла тонна сенаж хатĕрленĕ пулсан, вĕсенчен 14 пинĕ – Комсомольски тăрăхĕн. «Луч» хуçалăхра кĕске вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлесе пĕтерсе вырмана тухасшăн. Малтан çар çынни пулнă, унтан 15 çул автобус водителĕнче тăрăшнă. Халĕ вара – комбайнер. Виталий Шорников паян «Луч» хуçалăхра сенаж тунă çĕрте тăрăшать. ВИТАЛИЙ ШОРНИКОВ: «Эпир ялта çуралса ӳснĕ, çавăнпа ялти пурнăç пире çывăхрах. Çĕр çинче ĕçлеме пире кăмăллăрах. Вăхăтпа кăна, вăхăтлăх ĕç кăна. Çураки те, çулла вăл. Хĕлле эпир пушанатпăр. Çавăнпа та çулла чăтса ирттермелле». «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», – теççĕ ваттисем. Тимĕрчкассисем те пĕчĕк вăйпах пысăк ĕç тăваççĕ. АНАТОЛИЙ СЕМЕНОВ: «Хуçалăхра 28 çын ĕçлет. 1070 гектар çинче выльăх апачĕ туса илмелле, тĕш-тырă пухса илмелле. Пирĕн хуçалăхра 370 пуç шултăра мăйракаллă выльăх. Вĕсем валли сенаж пин тонна хатĕрлетпĕр, унтан силос 3 000 тонна хатĕрлетпĕр». Çулла хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшнине палăртаççĕ кунта ĕçлекенсем. «Частарах выльăх апатне туса пĕтермелле те вырмана пуçăнмалла», – çакна мала кăлараççĕ вĕсем. Техника паркне çĕнетни те ĕçе хăвăртлатать. 34 çул руль тытакан Юрий Шеверов çĕнĕ тракторпа ĕçлеме те кăмăллă пулнине калать. ЮРИЙ ШЕВЕРОВ: «Кивĕ техника час-час ванать ĕнтĕ. Кусем чăтăмлăрах, çăмăлтарах ĕçлеме вĕсемпе, кабинăсем те меллĕрех. Тимĕр-тăмăр çĕмрĕлмесĕр пулмасть. Запчастьсем ыйтсан тÿрех илсе параççĕ». Икĕ тĕш-тырă, пĕр выльăх апачĕ пухмалли комбайн, 3 трактор, ака ирттермелли комплекс, икĕ сеялка, дискатор, сирпĕтекен тата тасаткан хатĕрсем, курăк çулмаллисем, пресс-подбощик – «Луч» хуçалăх паркĕ çулсерен пуянланать. Пурне те патшалăх тĕревĕпе усă курса илнĕ. АЛЕКСАНДР ОСИПОВ: «Пирĕн район ытти районсемпе танлаштарсассăн техникăна çĕнетессипе пĕрремĕш вырăн йышăнать республикипе. Пилĕк çулпа каласассăн, танлаштарсан, процентпа илес пулсан çĕнетни пирки, паллах, калас пулать 20-25 процентран кая мар. Унтан та пысăкрах пулма пултарать. 30 процент та пулма пултарать кăçал илсен. Пирĕн ял хуçалах ĕçченĕсем питĕ лайах усă курчĕç ку енпе». Сĕлĕ, тулă, урпа, вика хутăш пĕр уйра ӳсет. Выльăх валли техĕмлĕ апат тÿрех шăтăка каять. Анатолий Егоров механизатор ешĕл массăна пусăрăнтарса тăрать. АНАТОЛИЙ ЕГОРОВ: ««Атте те, анне те колхозра ĕçленĕ те, хам та колхозрах, ялта пурăнатăп тесе шутланă. Ачана хампа пĕрле мĕн пĕчĕкрен сĕтĕрсе çӳренĕ те, çуллахи вăхăтра пулăшкалать тракторпа çӳреме. Хам пит ĕлкĕрсех каяймастăп 3 техникăпа та. Çуллахи вăхăтра вĕренме кайиччен пулăшкалать». Анатолий Витальевичăн Дмитрий ывăлĕ ешĕл масса турттаракан уя тӳрех дискпа сӳрелесе пырать. Çывăх вăхăтра кунта люцерна акса хăварасшăн.
Back to Top