Тивĕçлĕ майсем пуласса шанаççĕ

«Ирхине автобус вăхăтра килменнипе ĕçе кая юлса çитетпĕр. 19:30 минут хыççăн таврăнаймастпăр, автобус çук. 33-мĕш автобус 55 минут кĕтрĕм. Питĕ хытă шăнтăм, урасем пĕлми пулчĕç. Пулăшăр». Шупашкарти «Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансем 33-мĕш автобус вăхăтпа çӳременнине е кĕтсе илейменнине пĕлтереççĕ. Ку ыйтăва пирĕн репортёр Алексей Зотиков уçăмлатма тăрăшрĕ. ОЛЬГА ПОРТНОВА: «Питĕ пысăк чăрмав 33-мĕш маршрутпа хулана тухма. Уйрăмах кану кунĕсенче. Маршрут ăçта çитнине, миçе минутран пулнине хутлам çинсе кăтармасть. 45 минут, пĕр сехет тăратпăр чарăнура. Кĕтсе илейместпĕр». «Микрорайонтан хулана тухма та, çĕнĕ хулана каялла таврăнма та – чĕр нуша. 20-мĕш троллейбус Шупашкар проспекчĕпе çӳренĕ чухне унпа ларса тухаттăмăр. Халĕ вăл Илья Прокопьев урамĕпе кайнипе эпир унпа усă кураймастпăр», – тет кунта пурăнакан Ольга Портнова. Пăшăрхантаракан ыйту ĕнер-паян сиксе тухманнине палăртать вăл. ОЛЬГА ПОРТНОВА: «Малтан пĕчĕк маршрутка çӳренĕ чухне, паллах, унта çын нумайччĕ, çапах та час-час çӳретчĕ кашни пиллĕк мин
Back to Top