Регионти экономикăна аталантарас тесен инвесторсене явăçтарма та майсем тупмалла. Республикăри промышленноç аталăнăвĕн фончĕ те çак тĕллевлĕ. Малашнехи ĕçсен çул-йĕрне палăртма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Электрорешени пĕрлешÿ ертÿçипе Дмитрий Назаровпа тĕл пулчĕ.