Чăваш Енре ял хуçалăх ĕçченсене пысăк пулăшу кӳреççĕ. Сăмахран, «Агростартап» гранта кăçал 35 фермер тивĕçнĕ. Ку пулăшăва 2019 çултанпа параççĕ. Вăл ытти патшалăх терĕвне илме пулăшать. Ку çамăллăха илнĕ фермерсем халĕ «Перспектива» тата «Агротуризм» грантсене илме тĕллевлеççĕ. Мĕнле шухăшсене пурнăçласшăн-ха вĕсем? Хуравĕ – пирĕн сюжетра.
2019-мĕш çулта Евгений Новиков «Агростартап» грант çĕнсе илет. Тăватă бассейн хута ярса «Ăркай хуçалăхĕ» проекта пурнăçлама пуçлать. Форель сывлăха усăллă витаминсемпе пуян. Ăркай какайĕ питĕ техĕмлĕ, ăна чĕрĕлле те çиеççĕ. Форель тасалăха юратать. Шыв кунта çаврăнса тăрать. Ăркая çитĕнме шăпах çакă кирлĕ. 2020-мĕш çулта янă пулă лĕккине икĕ çултан халăха сутнă. Икĕ тонна çурă ăркая Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенче пурăнакансем çисе савăннă. Виçĕ çултан Евгений Новиков «Перспектива» грант çĕнсе илет. Тăватă бассейнран пуçарса янă хуçалăх çирĕппĕн аталанса пырать. Халĕ унăн 54 бассейн. Унта 72 пин пулă ишет. Чĕрĕ тавар сутнипе кăна çырлахасшăн мар Евгений Новиков. Пулă тирпейлес цех та çĕкленет хуçалăхра. Ăна кĕркунне хута ярасшăн. Фермер пулăсене ятарлă апат çитерет. Форель çисе яманнипе юнашарти пĕвери пулăсем сăйланаççĕ. Пĕве тавра Евгений Новиков пĕчĕк хăна çурчĕсем çĕклесшĕн. Курма килекенсем унта пурăнма пултараççĕ. Хуçалăхпа паллашма ытти регионтан та килеççĕ. Пулă илеççĕ, ăркая мĕнле ĕрчетнине тишкереççĕ, тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Çакна шута илсе фермер агротуризм аталантарасшăн. Грант çĕнсе илме хутшăнасшăн. Шупашкар тăрăхĕнчи Алексей Андреев та агротуризм аталантарма ăнтăлать. Вăл çичĕ тĕрлĕ сыр хатĕрлет. Сыр тумалла цеха вăл «Перспектива» грантпа çĕкленĕ. Кунне кунта 300 литр сĕт тирпейлеççĕ, 80 килограмм тăпăрч, 20 кг сыр туса илеççĕ. Цеха кăçал кăна уçнă.
ЛАРИСА АНДРЕЕВА: «Кашни сырăн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Температуринчен те килет унта, закваскинчен те. Икĕ эрнере пулать сырĕ, хăш-пĕрисем уйăхран, виçĕ уйăхран пулаканнием те пур. Пĕр кунтах пулаканни пур».
Сыра Чăваш Енре сутаççĕ тата Мускава ăсатаççĕ. Сыр тăвакан цехпа чи пĕрремĕш ача садне çӳрекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем паллашрĕç. Вĕсем кунта çимĕçе тутанса пăхнă. Туризма аталантарма пĕтĕм майсем пур. Фермер предприятие малалла анлăлатма тĕллевлет.