«Ырлӑх эрни» тата «Ҫӗнтерӳ десанчӗ». Ку проектсене Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта пурнăçлаççĕ. Çак акцисемпе килĕшӳллĕн социаллӑ ӗҫченсем аслă ăрури çынсене пулăшаççĕ. Вĕсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсен кил-çуртне хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.
– «Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан», – теççĕ Шупашкарти социаллă пулăшу паракан комплекслă центрĕн ĕçченĕсем. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче ырми-канми мирлĕ тӳпешĕн тăрăшнă ватăсене Çĕнтерӳ кунĕ çывхарнă май, çак центра тăрашакансем тĕрлĕ ĕçре пулăшаççĕ, кулленех вĕсем патне килсе çӳреççĕ. Пулăшу бригади тĕрлĕ кирлĕ ĕç пурнăçлать. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви пысăк тимлĕх уйăрать. Вăл йĕркеленĕ центрти хастарсем ĕçпе те, ырă сăмахпа та аслă ӳсĕмри çынсене хавхалантараççĕ.
ЕЛЕНА МАТВЕЕВА: «Пирĕн центрта темĕнле проектсем те пур. Çĕнтерӳ кунĕ çитнĕ май эпир 2 проект анлăн пурнăçласа пыратпăр. Вĕсене ваттисем пĕлеççĕ,мĕншĕн тесен вĕсем пĕрремĕш çул çĕç мар. Çак проект «Ырăлăх эрни» тата «Çĕнтерӳ десанчĕ». Пирĕн ĕçлекенсем кил-çуртсене килсе тасатса пама пултараççĕ, тирпейлеççĕ. Ваттисен тата мĕнле ĕçсем пур вĕсене тума пулăшаççĕ».
«Кашни киле уяв» акци шайĕнче социаллӑ ӗҫченсем Ленинград ункинче пурăннă вӑрҫӑ ачи патне, Борис Письменный кил-ҫуртне çитсе уявпа саламларĕç. Вăл 85 çулта пулин те, питĕ хастар. Ватă вăрçă çулĕсенче ытла нумай шар курнă. «Çĕнтерӳ кунне паянхи пек астăватăп», – тет Раççей Президенчĕнчен, Владимир Путинран салам çырăвне тивĕçнĕскер. Шупашкарти Мускав администрацийĕ тата республикăри прокуратура уйрăмĕн ĕçченĕсем те килсе кăмăла çĕклекен парнесемпе савăнтарчĕç. Тыл ӗҫченĕсемпе, вăрçă ачисемпе тӗлпулусем питĕ кӑсӑклӑ иртеҫҫӗ, хисеплӗ ветерансем тӑшмана ҫӗнтерес тӗлӗшпе пĕр куç хупми ӗҫлени ҫинчен каласа параҫҫӗ. Çакăн пек пулăшу çав тери хавхалантарать аслă çулхи çынсене. Анастасия Хрисанова 90 çулта. Вăрçă çулĕсене куççульленмесĕр аса илеймест кинеми. Ун патне те уяв тĕлне тасатма пулăшу бригади çитрĕ.
АНАСТАСИЯ ХРИСАНОВА: «Тавтапуç, çавăн пек социаллӑ пулӑшу пурришĕн. Вĕсем пире пулăшаççĕ. Вĕсем кунта кашни кун килсе çӳреççĕ. Питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Эпир ача чухне вăрçă пуçланнă та. Ĕçленĕ, шкулта анчах вĕренмен, колхозра та. Мĕнле шкултан таврăннă – çавăнпек сумкăсене пăрахнă та уя, аннесе пулăшма чупнă. Мĕн хушнă – пĕтĕмпех тунă. Питĕ йывăр ачалăх пулнă, вĕренме вăхăт та пулман».
Социаллă пулăшу паракансем – шанчăклă та тимлĕ пулăшуçăсем, пурнăçра йывăрлăха лекнисене алă тăсса параççĕ, пĕчченлĕхрен хăтараççĕ, ыранхи куна шанма вăй-хăват параççĕ.
ЗОЯ ПЕТРОВА: «Пирĕн соцработниксем Шупашкарĕпе питĕ нумай. Ватă çынсене пулăшакансем нумайăн эпир. Ку ĕç мана питĕ килĕшет, эпĕ ватă çынсене питĕ юрататăп. Вĕсемпе эпĕ мухтанатăп».
Пурнӑҫра этем пулӑшӑвӗ пур пурлӑх-ырлӑхран та хаклӑрах, ҫӳллӗрех пулса тӑрать. Çак ырă проектсем кулленех аталанса пыраççĕ, вĕсене пурнăçлани çĕр-çĕр çынна савăнтарать.
5 views
862
240
1 year ago 01:00:35 1
Мыскарасăр туй пулмасть (Чувашский фильм)
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:01:36 2
Чăн-чăн паттăр
1 year ago 00:01:25 1
Хăвата çухатман паттăр
1 year ago 00:02:34 1
Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ
1 year ago 00:02:42 1
Туризм аталантарасшăн
1 year ago 00:02:32 1
«Атăлçири чи ăнăçлă çемье»
1 year ago 00:01:23 2
Çулсене йĕркене кĕртĕç
2 years ago 00:02:02 1
Тăлăха юлнă ачасене патшалăх пăрахмасть
2 years ago 00:03:54 1
Вăхăтпа çеç кивĕ
2 years ago 00:03:44 37
Çемьере юрату пулмалла
2 years ago 00:06:17 7
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
2 years ago 00:02:08 1
Ачасен кунĕнче «Пĕрремĕшсен фестивалĕ»
2 years ago 00:02:31 4
Чăваш Енре 5 пине яхăн çамрăк шкул пĕтерет
2 years ago 00:03:34 5
Ватăсен кил-ҫурчĕсене тирпейлеççĕ
2 years ago 00:02:42 2
Кашни ветеран хӳтлĕхе тивĕç
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ