Кашни çулах авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Шăпах çак кун 1863-мĕш çулта Раççейре пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă пулнă. Уяв кунĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти 185-мĕш ача садĕнче пулчĕ. Чи маттур педагогсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ачасем чустана йĕтĕрпе сараççĕ. Хуплу ăшне тултараççĕ. Малтан вĕсене воспитательсем пулăшнă пулсан, халĕ хăйсем тĕллĕнех аппаланаççĕ. Чустапа ĕçлени ăс-тăна, тимлĕхе, пӳрнесен вăр-варлăхне те çирĕплетет. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Юрă-ташă, юмах-халап урлă пĕчĕккисем несĕлсен йăли-йĕркипе паллашаççĕ. Паян акă вĕ