Раҫҫей Президенчӗн Хушӑвӗпе ятарлă çар операцинче çĕршыва хӳтĕлекен салтаксене кашни ҫур ҫулта икӗ эрнелӗхе отпуска яраҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ҫемйисемпе тата тус-юлташӗсемпе тӗл пулса кӑштах та пулин канма, вӑй хушма пулӑшать. Чӑваш Ене нумай пулмасть отпуска килнĕ ҫар ҫынни Петр Нягин чунпа каннисĕр пуçне çемье çавăрма та ĕлкĕрчĕ.
Петр Васильевич çар операцине хăй ирĕкĕпе кайнă. Çак çапăçура пуçне хунă тăванĕшĕн тавăрас туйăм ăна пушшех хĕтĕртнĕ. Нягинсен çемйинче 3 ача пулсан та, пĕрлешӳ керменĕнче мăшăрланнине çирĕплетмен хальччен. Фронтра вара унăн шухăшĕ улшăннă, вăл çемье – хавхалану çăл куçĕ пулнине куллен туйса тăнă. Фронтра курăмлă ĕçсем тунăшăн панă канура вăл мăшăрне мăшăрлану çуртне илсе кайнă.
ПЕТР НЯГИН: «Эпир çĕнтеретпĕр. Кирек мĕнле пулсан та çĕнтеретпĕр. Пире çынсем шансан, пире ĕненсен, пире пÿлăшса тăрсан, паянхи пекех çирĕп ура çинче тăрсан эпир малалла пырсан, кашни çын хăй вырăнĕнче пулсан – çĕнтеретпĕр. Ман ĕнтĕ халь тата пысăк яваплăх. Çемье умĕнче, ачасен умĕнче. Ачасене упраса хăвармалла. Вĕсен килте йăлт лайăх пултăр. Пире пулăшакан çынсем вĕсене те поддерживать туччĕр».
Петр Нягин Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Паттăрлăх туйăмне пĕрремĕш вырăна хурса çара кайиччен 14 çулти Максим ывăлне çемьери арçын ĕçĕсене пурнăçлама шаннă. Амелипе Саша хĕрĕсем те, Марина мăшăрĕ те, амăшĕ те Петр Васильевичпа хăпартланаççĕ. Паян çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе ачисене патшалăх хӳттинче. Çемье çавăрнă салтак çӗршыв умӗнчи яваплӑ тивӗҫе малалла пурнӑҫлама утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче фронта каять. Çемье ăшши çапăçу хирĕнче те çул уçса пырасса шанать вăл.
1 view
412
96
2 years ago 00:02:19 0
Кану тапхăрĕнче салтак çемьеленнĕ
8 years ago 00:02:31 0
Авăн уйăхĕнче экзамен тытмалли хушма тапхăр пулать
5 years ago 00:02:15 2
Суйлавăн черетлĕ тапхăрĕ
4 years ago 00:02:07 0
Шыв-шур тапхăрĕ пăшăрхантарать
2 years ago 00:02:53 0
«Асам» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ вĕçленет
5 years ago 00:01:05 1
Шыва кĕмелли тапхăр-2020
2 years ago 00:01:42 0
«Валдай» карапсен тапхăрĕ пуçланать
7 years ago 00:01:36 13
Студентсен ăмăртăвĕн регион тапхăрĕ вĕçленчĕ
6 years ago 00:01:33 2
Кĕмĕл çул – пурнăçри çĕнĕ тапхăр
6 years ago 00:02:18 6
Пултарулăх тĕнчи ăстасене трактор тăвакансен культура керменĕнче пухрĕ
2 years ago 00:03:00 5
Тĕрĕслеççĕ, хăрушсăр тăваççĕ
8 years ago 00:02:45 0
Вăрнар районĕнчи фельдшерпа акушер пунктĕнче хутса ăшăтмалли тытăма юсанă
4 years ago 00:01:07 0
Йывăр тиевлĕ автомашинăсене тĕрĕслеççĕ
2 years ago 00:02:08 0
«Хăрушсăр ачалăх» форум иртрĕ
8 years ago 00:02:06 1
Чăваш Енри 10 çамрăк çар тивĕçне Президент полкĕнче пурнăçлĕ
2 years ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
9 years ago 00:01:29 119
Соревнование по пулевой стрельбе работников органов исполнительной власти РФ / Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем
7 years ago 00:02:37 0
Тĕп хулари пĕр çурт çывăхĕнчи лаптăка тирпейлесси вăраха кайнă