Унăн ячĕ ĕмĕрех асра

Чăваш халăх ӳнерçи, Константин Иванов ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин ялавĕпе гербне тăваканĕ, Шупашкар гербĕн авторĕ Элли Юрьев çуралнăранпа кăçал 85 çул çитет. Çак çавраçула халалласа Чăваш Республикин хальхи историйĕн патшалăх архивĕнче «Элли Юрьевăн пурнăçĕпе пултарулăх шыравĕ» электронлă сăн ӳкерчĕксен пуххине хатĕрленĕ.
Back to Top