Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Валерий Иванов çурçĕр халăхĕсен пурнăçĕпе йăли-йĕркине, тавралăхне чунтан кăмăллать. Çавăнпа та унăн хушма ячĕ те - Северянин. Хăйĕн ĕçĕсене те вăл Уралта, Таймыр, Байкал тăрăхĕсĕнче, Камчаткăра, Кавказра иртнĕ пултарулăх командировкисенче пурнăçланă. Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче ĕçлеме пуçланă «Раççей тăрăх» курав юратнă тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕпе паллаштарать.