Чăваш календарĕ кун çути курнă

Тутарстанри, Чĕмпĕр тăрăхĕнчи йăхташăмăрсем пĕрле пухăнса чăваш календарьне кăларнă. Хальлĕхе унăн шучĕ 500-тен çеç иртнĕ-ха. «Çапах та çитес вăхăтра вăл чăваш шкулĕсемпе ача сачĕсене те кăсăклантарма пултарать», – терĕç ăна пахалама хутшăннисем. Тутарстанри чăваш наципе культура автономийĕн пайташĕсем çулталăк тăршшĕпе тĕрлĕ кăсăклă, усăллă проект пурнăçлама тăрăшаççĕ. Учӳк, Уяв, Чăваш тĕрри, «Юрла чăвашла» конкурс тата ытти. Вĕсем пурте тăван халăх культурипе, пуян кун-çулĕпе паллаштарассипе çыхăннă. Çĕнĕ çул умĕн хастар йăхташăмăрсем чăваш календарьне пичетленĕ. Ăна ӳкерчĕксемпе калăпланă Сандр Пикл, ку ĕçе иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчен пурнăçласшăн пулнă. Малтанах ăна арçын, хĕрарăм пурнăçĕпе çыхăнтарасшăнччĕ тет. Унтан пĕтĕмлетсе йăла-йĕркесене сăнланă çак ĕçре. САНДР ПИКЛ: «Çак 12 пайран тăракан ӳкерчĕксене Эткер ят панăччĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 94-мĕш çулта, ун чухне календарь кăларас шухăш пурччĕ. 27 çул иртсен ман ĕмĕт пурнăçа кĕчĕ. Çĕнĕ çул умĕн пирĕн ĕмĕтсем пурнăçа кĕреççĕ». «Кашни уйăх ячĕ мĕнле пулса к
Back to Top