Шупашкар муниципаллă округӗнче пуҫаруллӑ проектсем пурнăçланаççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов шăпах вырăна тухса халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсем епле пурнăçланнипе паллашрĕ.
Кунта çынсен шухăшне тĕпе хурса ача-пӑча тата спорт лапамĕсем туса лартнӑ, автомобиль ҫулӗсене, шыв башнисене тата шыв пăрăхĕсене юсанӑ, ҫавӑн пекех урамри ҫутта йĕркене кĕртнĕ. Сергей Артамонов министр Шупашкар муниципаллă округ пуҫлӑхӗпе Николай Хорасевпа пĕрле Çĕньял-Покровски территори уйрăмĕнчи Мăн Кивпулăх ялĕ çумĕнчи ача-пăча лапамне çул тытрĕç, унта вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç. Кунта пурăнакансем пĕр шухăшлă пулса çын нумай пуханакан вырăна хăтлăлатнă. Подрядчик чунпа ĕçленине, пите хăвăрт та тĕплĕн ĕсе пурнăçланине палăртаççĕ ялта пурăнакансем.
ФАИНА КИРИЛЛОВА: «Çакăнтах площадка пулнă, анчах та çакăн пек илемлĕ покрытипе пулман. Курăк çинче вылянă, çумăр çусан, сывлам ӳксен выляма кансĕрленĕ, паллах. Ачасем, çамрăксем хаваспах пуçтарăнчĕç. Пурте пĕрле ĕç пуçласа яма укçа пуçтартăмăр. Çамрăксем мана çĕр пин пĕр каç хушшинче пуçтарса пачĕç. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм. Укçине пуçтараканĕ эпĕ пулнă».
Ку проект кирлине пуçлăхсем те çирĕплетеççĕ.
НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «2022-мĕш çулта ĕнтĕ пирĕн округра 143 миллионлăх 104 проект тунă. Кăçал 2023-мĕш çулта 103 проект. Укçи нумайрах, 207 миллион. Çавăн пек ĕçсене пĕрле туни халăха пĕрлештерет. Çынсем тăрăшаççĕ, вĕсем хăйсен ĕçне кураççĕ».
Халăх пуçарăвĕпех Пархикасси ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă салтаксене халалланă палăка та çĕнетнĕ. Сергей Артамонов çынсенчен халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ проектсем пирки вĕсем мĕн шутланине ыйтса пĕлчĕ. Çынсем пĕр саслăн пулса ялта хăтлăх кĕртес ĕçсене хапăлласа йышăннине, малашне те пуçаруллă бюджет программине хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç. Пархикассинчи паркра вырнаçнă çĕнтерÿçĕсене халалланă палăка 1998-мĕш çултах лартнă. Халĕ çĕнетме шут тытнă та ял халăхĕ. Кунта малтан курăк пулнă, халĕ асфальт сарнă.
ГАЛИНА МОЧАЛОВА: «Çак программăна хутшăнса пурте ял-халăхĕсем тăрăшса пĕрле çакна туса хутăмăр. Хитрелетрĕç, çĕнĕрен тытрĕç, сăрларĕç, пысăклатрĕç. Канмалли саксем лартса тухрĕç. Хитреленчĕ, пурне те килĕшет. Укçа кашни килтен пуçтартăмăр, пурте пачĕç, никам та хирĕçлемен. Кар тăрса ĕçлесен пĕтĕмпех пулать. Хитреленчĕ».
Ку тăрăхри Арккасси ялĕнче халăх пуçарăвĕпе пĕлтĕр Хĕвел урамĕнче асфальт çул сарнă. Проект хакĕ – 2 миллион тенкĕ ытла. Çынсем хытă сийлĕ çул тумашкăн 550 000 тенке яхăн хывнă. Халăх пуçарăвĕпе йăлтах тума пулать, çитменнине хăвăртрах та.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Çак программа пирки калас пулсан вăл, чăнах та, 5-мĕш çул ĕçлесе пырать. Çак 5 çул хушшинче 4324 проект ĕçлеттерсе яма май килчĕ. Кăçалхи çул ку программăпа 1021 проект тăватпăр. Халь çĕнĕ конкурс тунă. Çак конкурссем ирттернĕ хыççăн районсем экономи укçи тăрса юлать. Экономи укçине те каялла тавăрса парас мар, ял тăрăхĕсене ярас тесе халь çĕнĕ конкурс тунă. 20-мĕш июльччен çак конкурс пур. Пĕтĕм районăн документсем хатĕрлесе конкурса тăратма май пур».
1 view
378
91
10 months ago 00:02:20 4
Тĕрлĕ ĕç-пуçа явăçтарĕç
2 years ago 00:04:26 1
Халăх пуçаруллă
2 years ago 00:01:20 1
Сасăлав вĕçленчĕ
2 years ago 00:02:22 2
Сасăлав пырать-ха
3 years ago 00:02:54 5
Татьянăсене чысларĕç
3 years ago 00:00:54 1
Наркоманипе кĕрешме искусство пулăшать
3 years ago 00:02:30 5
Чи лайăх муниципалитет ĕçченне суйлаççĕ
3 years ago 00:01:48 1
Малашлăха суйлатпăр
5 years ago 00:00:53 1
Чи лайăх патшалăх служащăйĕ
6 years ago 00:02:50 1
Халăх фрончĕн хастарĕсем нумай пулмасть сарнă çулсене тимлĕх уйăрчĕç
6 years ago 00:01:21 1
Çулçӳревшĕн тӳлеме укçа шырамалла мар
6 years ago 00:01:53 1
Пуçаруллă çынсем — патшалăх никĕсĕ
7 years ago 00:01:15 1
«Пуçаруллăх укçи» ял таврашĕсене хăтлăрах тума пулăшать