Тĕрлĕ ĕç-пуçа явăçтарĕç

Çамрăксене — çул, аслисене — хисеп. Тăван çĕршыв çинчен юрăри сăмахсем яланах пĕлтерĕшлĕ. Яшсемпе хĕрсем тĕрлĕ вырăнта вăй хураççĕ. Вĕсем маттур, хастар, пултаруллă, пуçаруллă. Çавнашкал каччăсемпе тата пикесемпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева тĕл пулчĕ.
Back to Top