Кун пекки Атăлçи тăрăхĕнчи регионсенче çук-ха, Шупашкарта вара пулать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕп хулара наркомание, пуçа минретекен хутăшсене сивлессине тĕпе хуракан квест-пӳлĕм уçас сĕнĕве ырларĕ. «Вăл яш-кĕрĕмшĕн питĕ усăллă пулĕ», - терĕç комисси пайташĕсем те. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев сĕнĕве ырларĕ. Вĕрентӳ, сывлăх сыхлавĕ, шалти ĕçсен министерствисене тата тĕп хула администрацийĕпе пĕрле çĕнĕ проекта пурнăçлас енĕпе ĕç ушкăнĕ йĕркелемеллине каларĕ. Профилактика ĕçне искусствăна явăçтармалла. Калăпăр, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театр «Пиллĕк – çирĕм пиллĕк» спектакль курма сĕнет. Пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илессине тĕпе хуракан трагикомедие Пушкин карттипе те курма май пур. Кунта вĕрентӳ учрежденийĕсен пуçаруллă пулмалла. Çамрăксемпе çине тăрса ĕçлемеллине статистика та çирĕплетет. Кăçалхи 10 уйăхра республикăра наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне явăçнă 18-29 çулсенчи çамрăксен, уголовлă майпа явап тыттарнăскерсен шучĕ 16 процент чакнă. Çул çитменнисен тĕлĕшпе 25 процент. Кăрлач-юпа уйăхĕсенче ç
1 view
103
34
8 months ago 00:07:12 1
Лекция 12. Церковные документы по вопросам зависимости от ПАВ и оказания помощи ВИЧ инфицированным.