Чăваш Енри вĕрентекенсене - 200 пин тенкĕ

Республикăри вĕрентекенсем кулленех ачасемшĕн чунне парса тăрăшаççĕ. Пĕлӳ панисĕр пуçне тĕрлĕ конкурс-ăмăртура та вĕсем яланах малта. Çĕршыври 1250 учителе çитĕнĕвĕсене кура премипе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен вунпĕрĕшĕ – Чăваш Енри вĕрентекенсем. Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов ачасене тăван чĕлхене юратма, унпа куллен усă курма вĕрентет. Унăн урокĕсене кашни шкул ачи тимлĕн кăсăкланса итлет. Кунсăр пуçне Александр Марсович тĕрлĕ конкурс-мероприятисенче те хастар хутшăнать. Тăтăшах малти вырăнсене тухать. Кăçал çĕршывăн тĕп хулинче юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче иртекен класс ертӳçисен форумне те кайма хатĕрленет вăл. Çакăн пек тăрăшуллă пулни ăна хăйĕн енчĕкне те хулăмлатма май парать. Александр Марсович Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн премине тивĕçнĕ. Унпа пĕрле тата республикăри 10 вĕрентекен. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тата Кулавкка, Елчĕк, Вăрнар тăрăхĕсенчи шкулсенче вăй хураççĕ. Вĕсене 200 000 тенкĕ кĕтĕ.
Back to Top