Кăçал Чăваш Енре çу тумалли культурăсен лаптăкĕ 35 000 гектар лаптăкпа танлашать. Вĕсенчен ытларах пайне рапс йышăнать. Вăл 15 000 яхăн гектар çинче ӳсет. Республикăри чи лайăх рапс Элĕк тăрăхĕнче çитĕнет. Кун пирки Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Волков фермер уй-хирĕнче пулнă май палăртрĕ.
Ял хуçалăх министрĕ рапса пысăк хак пани Сергей Волков фермера хавхалантарчĕ. Хуçалăхра ку культура 500-е яхăн гектар çинче ешерет. Иртнĕ çулта гектартан 30 центнер пуçтарнă пулсан кăçал çĕр ĕçченĕ чылайрах илессе шанать.
СЕРГЕЙ ВОЛКОВ: «Кăçал лайăхрах ĕçлерĕмĕр. Сортсам лайăхрах. Удобрени нумайрах патăмăр, нумай тăрăшрăмăр. 40 центнер таран илме шутлатпăр. Эпир кăна сутса яратпăр. Çынсам унтан çу чăмăртаççĕ. Жмыхне выльăх валли питĕ лайăх». Пĕлтĕр пĕтĕм тухăçа Чăваш Республикинчех вырнаçтарнă. Кăçал ытти региона ăсатма та палăртаççĕ. Паллах, туса илнĕ тухăçа хамăр патра тирпейленине нимĕн те çитмест.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Хамăр патра ĕç вырăнĕсем тăвас тесе ытларах ăна пиреĕн патĕнче те тума пулать. Икĕ-виçĕ завод юлашки пилĕк çул хушшинче туса хутăмăр эпир. Пысăках мар заводсем. Çакăн пек заводсем тусан Чăваш Республики хăйĕн хыснинчен 30 процентна каялла тавăрса парать». Рапспа пĕрлех хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсемпе те ĕçлеççĕ. Тухăç вăтамран гектартан 36 центнер тухать. Çапах та хăш-пĕр уйсенче 50 центнер таран та пуçтарса илнĕ. Пухса илнĕ пуянлăха упрама виçĕ бункер хатĕрленĕ. Пĕрне пилĕкçĕр тонна кĕрет. Çавнашкал управăша тата виççĕ лартасшăн.
ФЕДОР БЕЛЕЦКИЙ: «Ку вăл КЗСС. Тырă аламалли. Сехетне 40 тонна çырса панă, анчах вăл 40 тонна кăлараймасть. 25-30 тонна аласа кăларать». «Новый путь» хуçалăхра та хĕрӳ ĕç пырать. 70 гектар лаптăк çинче сĕлĕ пуçтараççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 1130 гектар йышăнаççĕ. Хир карапĕсем гектар хыççăн гектара тирпейлеççĕ. Вĕсен «сывлăхне» ятарлă инспекци тимлесех тăрать. Çапах инкексем те пулаççĕ.
ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Шăмăршă районĕнче комбайн çунса, хыпса кайрĕ ДОН 1500 2006 çулхи. Кивĕрех комбайн, паллах. Унта огентушительсем те, шывĕ те пулнă. Техосмотрне те тухнă вăл. Пуçланă вăхăтра лайăхах пулнă. Темле двигатель çумĕнче хĕрсе пырса çулăм тухса кайнине комбайнер вăхăтра курса сӳнтерме ĕлкĕреймен». Тухăçа пуçтарасси хир карапĕ юсавлă пулнинчен чылай килет. Эппин, вĕсене пăхсах тăмалла, вăхăтра юсамалла. Вара вырмана кĕске вăхăтра вĕçлеме май пулĕ.