«Йĕплĕ пралук» леш енчен тухнисене кулленхи пурнăçа кĕртме ансат мар. Ĕç вырăнне тупма çăмăлрах пултăр тесе сиплевпе юсав çурчĕсенче вĕсене тĕрлĕ профессине вĕрентеççĕ. Айăпланă çынсене ирĕкре тĕрĕс çул çине тăма ку, паллах, пулăшмалла.
Çĕрпӳри 7-мĕш сиплевпе юсав учреждени 854 çынна йышăнма пултарать. Кунта хĕрарăмсем анчах. Вĕсем пурте саккун урлă каçнă.
ВЕРА ЦЫРУЛЬНИКОВА: «Мана 2022 çулта лартрĕç. Хамăн йăнăшсемшĕн. 158-мĕш статья, 3-мĕш пай. Срокĕ – икĕ çул та виçĕ уйăх. Тепĕр çул раштав уйăхĕнче тухатăп». Вера кунта вăхăта сая ярса лармасть. Вăл çĕвĕ цехĕнче тăрăшать. Ĕç килĕшнине палăртать 26 çулхи пике. Конкурссенче хастар хутшăнать хĕр. Сăвă калама, юрă шăрантарма кăмăллать Вера.
ВЕРА ЦЫРУЛЬНИКОВА: «Кунтан тухсассăн малтан ман ĕç тупмалла, кунта килмелле мар. Ман анне инвалид третьей группы, атте начар, вĕсемшĕн тăрăшмалла. Хамшăн, тăрăшмасăр нимĕнте пулмасть».
Сиплевпе юсав учрежденинче айăпланă çынсене ĕçпе тĕрĕс çул çине тăратаççĕ. Ирĕке тухсан çирĕпрех пулма хатĕрлеççĕ.
ТАТЬЯНА АВЕРЬЯНОВА: «Кунта производственный фабрика пур пирĕн. Çавăнта ĕçленĕ вăхăтра хăвна лайăх енчен кăна кăтартмалла. Тата, калатпăр ĕнтĕ, поощренисем пулмалла. Айăпа кĕмелле мар. Кунта хĕрарăмсем килти условисенче тесе калама пулать. Вĕсемпе психологсем ĕçлеççĕ. Вĕсем кунта социаллă услугăсем илме пултараççĕ».
Учрежденинче культурăпа та çывăхрах паллаштараççĕ. Чăваш Енри хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ тăрăшнипе, кунта юсанакансене «Маяковский. Чĕре çунать» спектакль курчĕç. Учрежденинче мĕнле аван пулсан та килте тата лайăхрах. Çакна пурте ăнланаççĕ. Ирĕке тухсан çĕнĕ пурнăç пуçласса, кунта нихăçан та урăх килмессе шанаççĕ кунта пурăнакансем.