Элĕксем ырă ĕмĕтпе пурăнаççĕ. Муниципалитета пур енлĕ ăнăçлă аталантарса пырасси унта пурăнакансен тата тăрăшакансен тĕп тĕллевĕ. Ку енĕпе пысăк ĕçсем тăваççĕ. Çак кунсенче Элӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетес ӗҫе пуçăнчĕç тата культура ĕçченĕсем çĕнĕ автоклублă пулчĕç.
Элĕкри ача-пӑча ӳнер шкулӗн ҫуртне юсаса ҫӗнетме пуçланă. Ун валли 65 млн тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Ĕçсене пурнăçлакан подрядчик паллă – «Элӗк» строительство организацийĕ. Ку объекта тепĕр çула хута ярасшăн. «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чӑваш Республикине виҫӗ ҫӗнӗ автоклуб панă. Çĕмĕрле, Элĕк, Çĕрпӳ тăрăхĕсенче культура тытăмĕнче ĕçлекенсем малашне пысăк урапаллă куçса çÿрекен сценăпа, ятарлă мультимеди аппаратурипе туллин усă кураяççĕ. Ку тĕлĕшпе 28 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ уйăрнă. Çак кунсенченче Элĕк тăрăхĕнчи специалистсемшӗн автоклубсене тата унти хатĕрпе тĕрĕс усă курма хăнăхтарас тĕллевпе вӗрентӳ ирттерчĕç. Элĕкре пурĕ 200 ытла пултарулах коллективĕ, вĕсенчен 8-шĕ «халăх пултарулăх ушкăнĕ» ята тивĕçнĕ. Автоклуб театр, юрă-ташă енĕпе аталанакансене ку тăрăхри пур яла та çитме май парĕ.
ЛЮДМИЛА СЕМЕНОВА: «Чăннипе те, паллă кун паян, тĕлĕнмелле савăнатпăр. Мĕншĕн тесен Элĕк çĕрĕ çине çавнашкал питĕ кирлĕ автобус, автоклуб килсе çитрĕ. Ун теллевĕ питĕ пысăк. Пирĕн Элĕке илес пулсан, кунта 115 ял, çав 115 ялтан 28 клуб ĕçлет. Пире тĕлĕнмелле кирлĕ. Эпир нумай çул хатĕрленĕ проектпа ĕçлетпĕр «Культура в малонаселенные деревни».
Пирĕн яланах çав пĕчĕк ялсене çитме, 115 ялти çынсене спектакльсем, тĕрлĕ концертсем кăтартма йывăрлăх пулнă». Автоклуба пурĕ 16 çын вырнаçаять, сцена çинче вара 10 артист харăс юрласа-ташлама пултараççĕ. Чи пахи вара - электричество пулмасан та ку урапаллă сцена çинчи хăватлă генератор пурри,вăл пĕр чарăнмасăр 3 сехет ытла электричествăпа тивĕçтерме пултарать. “60-мĕш çулсенче те çакнашкал куçса çÿрекен автобуссем пулнă-ха, хальхисем пач урăхла – сасă янăравлăхĕпе те, аппаратура пахалахĕ енчен те“, – каласа парать Николаей Егоров.
НИКОЛАЙ ЕГОРОВ: «Ку автобуспа республикăри кашни яла çитме пулать. Унта свет çук пулсан генератор ĕçлет, свет кирлĕ пулсан – ăна подключать тума пулать. Вăл питĕ мобильлĕ япала. Ял, район уявĕсем ирттернĕ çĕртре ăна усă курма пулать».
Чӑваш Республики 2019 ҫултанпа «Культура» наци проектне хутшӑнать, унпа килĕшӳллĕн регионта 3 проект пурнӑҫланать: «Культура хутлӑхӗ», «Пултарулӑх ҫыннисем», «Цифра культури».
1 view
482
117
1 year ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать