Форум уçăлчĕ

Паян Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ ĕçлеме пуçларĕ. Вăл 1997-мĕш çултанпах иртет. Анлă форум шăмат кунчченех тăсăлать. Раççее хирĕç чарусем пулнине пăхмасăрах кунта 100 ытла çĕршывран хăнасем çитме кăмăл тунă. Çавра сĕтел, тавлашу лапамĕсем, курав тата ытти те – яланахиллех пуян иртмелле форум. Паллах, унта Раççейри пур регион та, çав шутра нумаях пулмасть çĕршыв йышне кĕнĕ çĕнĕ тăватă тăрăх та хутшăнать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан ушкăн та паян форумра. Кун прирки – малалла. Питĕрти форум тĕрлĕ килĕшӳ алă пусмалли лапам та. Чăваш Енрен кайнă ушкăн темиçе тĕл пулу та йĕркелерĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев малтанах «Газпромбанк» пĕрлешĕвĕн пĕрремĕш вице-президенчĕпе Павел Бруссерпа тĕл пулчĕ. Икĕ ен Республикăри больница комплексĕнче çĕнĕ çурт тăвасси пирки калаçрĕç. Ку сыватмăша 60 çул ытла каялла хута янă. Çĕнĕ корпус тумалли çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çырура та палăртнăччĕ. Çулталăк вĕçлениччен больница комплексĕн проектне хатĕрлесе çитермелле. Олег Алексеевич банк ĕçченĕсемпе ытти проектпа тимлессине те пăхса тухрĕ. Шупашкарти виççĕмĕш çурма ункăна тăвасси, хулари перинаталь центрĕ çумне хушма çурт çĕклесси, Республикăри ача-пăча клиника сыватмăшĕнче сиплевпе диагностика корпусне хăпартасси – нумай енлĕ ĕçлеме тивет малашне.
Back to Top