«Симĕс ылтăн» лаптăкне 10 хут ӳстерĕç

Мĕн авалтан Чăваш Ен «симĕс ылтăн» çитĕнтерекен регион шутланнă. Çак ене республика халĕ те хастар аталантарать. Малашне хăмла ӳстермелли лаптăка 10 хут пысăклатасшăн. Кун çинчен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Етĕрне тăрăхĕнчи «Русхмель» пĕрлешӳре пулнă май каларĕ. Явăнса ӳсекен «симĕс ылтăн» аякранах куçа илĕртет. Кунта ăна çитĕнтерме 20 гектар хăмла шпалерĕ туса хатĕрленĕ. Кăçал «Русхмель» пĕрлешӳ хăйĕн бригидине йĕркеленĕ. Унта 14-15 хăмлаçă. МАРГАРИТА ИВАНОВА: «Ĕçсемпе кăмăллă. Анасем çумлă мар, тирпейлĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ лартса пыратпăр, кăçал çуркунне 5 гектар лартнă, питĕ лайăх чĕрĕлчĕç калчасем, кĕркунне тепĕр 5 гектар лартасшăн, хальхи вăхăтра пирĕн «Русхмельăн» 15 гектар хăмла, 10 гектарĕ кăçал тухăç парать». Хăмла – тимлĕх ыйтакан культура. «Ăна вăхăтра пăхса тăмалла, явмалла, унсăрăн вăл лайăх тухăç памасть», – палăртаççĕ кинемейсем. НИНА ЯСТРЕБОВА: «Кун пек ĕç пулсассăн ялта, паллах, лайăх. Çамрăксене те çак ĕçе хăнăхтарса пымалла вăраххăн. Вĕсем ахальте ĕçлеççĕ халь, тухса ĕçлеççĕ, вăхăт пур чухне». 2022-мĕш çулта пĕрлешӳ хăмлана сортировка тумалли хатĕр туяннă. Етĕрне тăрăхне ăна кăçал илсе çитернĕ. Вăл сехетре 500 килограмм хăмла татма пултарать. Малашне вара кунта «симĕс ылтăна» типĕтекен хатĕр те вырнаçтарма палăртаççĕ. Çак комплекс 30-35 гектар хăмлана пĕтĕмĕшле тирпейлеме май памалла. «Тĕрлĕ енлĕ ĕçе йĕркелени пире çитес çул хамăрăн тĕллевсене анлăн пурнăçа кĕртме пулăшать,» палăртрĕ регион ертӳçи Олег Николаев. – Хамăрăн компетенци центрĕнче эпир ытти регионсене вĕрентӳ ĕçне те йĕркелес тесе тĕллев лартнăччĕ. Калас пулать, 2 çул хушшинче 2 группăна вĕрентсе кăлартăмăр. Ку ĕçе 15 регион патнелле хутшăнчĕç, тĕрлĕ шайри специалистсем килсе вĕренсе кайрĕç. Хăмлана авăрсемпе çеç мар, ятарлă пробиркăсенче ӳстермелли меслете те алла илет Чăваш Ен. Экономика форумĕнче аграри университечĕн студенчĕсем ку енĕпе хăйсен çитĕнĕвĕсене кăтартнă.
Back to Top