«Бригантина» ачасене йышăнма пуçларĕ

«Бригантина» ача-пăча сывлăхне çирĕплетекен центрĕн çĕнĕ корпусĕ уçăлчĕ. Унта лагерь тăррине, чӳрече блокне, учреждени тулашне улăштарнă. Шалта та улшăнусем чылай. Ăшă урай сарнă, линолеум, плитка айне хушма сийсем сарнă, маччасене те çĕнетнĕ. Шыв тата каяшсен пăрăхĕсене улăштарнă.
Back to Top