«Ачана шкула кайма хатĕрле» - çак ятпа «Çамрăк гварди» пĕрлешĕвĕн республикăри пайташĕсем ятарлă акци пуçарнă. Сахал тупăшлă çемьере пурăнакансем, йывăрлăха кĕрсе ӳкнисем валли хатĕрленĕ ăна. Ырă ĕç тăвакансем ачасене шкула каймалли хатĕрсемпе тивĕçтереççĕ.