“Уяв“ ушкăн - Анкарти пӗр хыҫӗнче
“Уяв“ ушкăн - “Анкарти пĕр тулли“ юрă.
.
Анкарти пӗр хыҫӗнче чипер тӑма.
Ял хушшине кӗрсен ҫав мӗнле-ши?
Анкарти пӗр тулли шур кӑвакарчӑн,
Эсир пирӗн Патра пулман халиччен.
.
Сирӗн пата пырсан ҫав саркаланчӗ,
Хамӑр пата килсен ҫав мӗнле-ши?
Анкарти пӗр тулли шур кӑвакарчӑн,
Эсир пирӗн патра пулман халиччен.
.
Лапка кӑна акӑ та шур юр ҫӑвать,
Ҫуна тупань шӑвайми тӑвать пуль.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать,
Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юхать.
.
Курка ҫине куркилӗм килех тӑрать,
Ура ҫине тӑрайми тӑвать пуль.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать,
Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юлать.
.
Шӑнкӑр-шӑнкӑр-шӑнкӑр, шӑнкӑр шыв юхать,
Ак ҫакӑнта ӗҫсе-ҫини асӑнма юлать.