Чăваш Енре 110 ача Даун чирĕпе нушаланать. Вĕсем валли кăçал нарăс уйăхĕнче «Ал тупанĕ çинче хĕвел» çĕнĕ проект хута кайнă. Сывлăх енчен хавшанă пепкесене шывра ишме вĕренме пулăшаççĕ. Ку пуçарăва Чăваш Республикин экономика министерствин гранчĕпе пурнăçлаççĕ.
Ăсчахсем палăртнă тăрăх Даун чирĕпе çуралнă ачасем шывра тĕрлĕ хускану тума пуçлани вĕсен ăс-тăн шайне лайăхлатма, сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Наталья Егорова çакна кĕнекере вуласа пĕлнисĕр пуçне ачин тĕслĕхĕпе çирĕплетме те пултарать. Шăпăрлансем ăшă шывра чăмпăлтатнă май юнашар ашшĕ-амăшĕ пулни çунать хушать мĕн. Вĕсен сăнĕ йăл кулăпа çиçет. Наталья кунта 6 çулхи Ваньăна илсе килнĕ. Нарăс уйăхĕнче пурнăçланма пуçланă проект çинчен вĕсем ача садĕнче пĕлнĕ. Икĕ ушкăнра 15-шер ача.
НАТАЛЬЯ ЕГОРОВА: “Усси, паллах, пур ĕнтĕ. Шывран хăрама пăрахрĕ. Вĕренет-и, вĕренмест-и сывлăхшăн питĕ усăллă. Кашни кун килме хатĕр вăл».
Сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмне ертсе пыракан Анастасия Науменко малашне кунта ишекен яш-хĕре Раççей шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнтарасшăн. Унсăр пуçне сывлăх енчен хавшанă ачасене шывра ишме пулăшас тĕллевпе Чăваш Енри спорт министерствине те явăçтарасшăн. Физкультурăпа спорт керменĕсенче Даун чирĕпе асапланакансене йышăнакан секцисем уçтарасшăн. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çавнашкал проектсене уйрăмах пулăшасса шанаççĕ вĕсем.
5 views
4598
1481
4 months ago 00:04:11 1
J BALVIN x BAD BUNNY - LA CANCIÓN | OASIS (Video Oficial)
11 months ago 00:02:46 1
Yuyo Verde - Osvaldo Pugliese c. Alberto Morán (1945)
12 months ago 00:09:43 1
Drone Tupan EXCLUSIVO! Tupan Aircraft 2023: Status do Projeto/Teste do Motor com Sistema FULL FADEC!
1 year ago 00:01:58 1
Çĕнтерӳçĕне - 100 пин тенкĕ
1 year ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
2 years ago 00:01:24 5
«Ал тупанĕ çинче хĕвел»
2 years ago 00:01:22 1
«Эпĕ - хĕрарăм» конкурс çĕнтерӳçисем
3 years ago 00:04:35 1
Мужчина, умирая, услышал голос своей умершей собаки, и вот, что она ему рассказала...