Комсомольски районĕнчи Асанкассинче палăк уçнă

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалласа «Паттăрсене _ ĕмĕрлĕх мухтав!» палăк уçнă. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, вырăнти тÿре-шара, ял халăхĕ, тыл ĕçченĕсемпе ветерансем, вăрçă ачисем хутшăннă. Унтан Михаил Игнатьев «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăна çитсе курчĕ.
Back to Top