Комсомольски районĕнчи Тукай Мишер ялĕнче ача сачĕ хута кайрĕ
Каçал тăрăхĕнчи Тукай Мишер ялĕнче ача сачĕ уçăласса пĕчĕккисемпе килте ларса ывăннă амăшĕсем те ĕмĕтленнĕ. Кĕтнĕ самант тинех çитрĕ. Иртнĕ шăматкун ялта чăн-чăн уяв иртрĕ - çĕнĕ ача садне уçма халăх йышлă пухăнчĕ.