Хĕрлĕ тӳрем çар тумĕ тăхăннă кадетсемпе, илемлĕ кĕпеллĕ пикесемпе пуянланчĕ. Вĕсем хыççăнах ача садне çӳрекен капăр тумлă каччăсемпе хĕрсем утса тухрĕç. Шупашкарта ача сачĕсемпе шкул ачисен балĕ иртрĕ. Кăçал унта 2300 ытла çын хутшăнчĕ. Вăл ашшĕ-амăшне, педагогсене пĕр тĕвве пухрĕ.
Раççейре педагог тата наставник, Чăваш Енре – телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пулнă май Шупашкарта пысăк бал иртрĕ. Ку 2016-мĕш çултанпах пыракан йăла. «Унччен маларах шкул умĕнхи пĕлӳ илекенсем çеç ташланă пулсан. Кăçалтан ăна уçă сывлăшра пысăк йышпа ирттерме пуçлама тĕллев лартрăмăр», – тет Шупашкар хулин вĕрентӳ управленийĕн пуçлăхĕ Елена Сахарова. Ача садĕнчен, шкултан вĕренсе тухакансене Николай Владимиров сенатор, Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Лукшин саламларĕç. Бала хутшăнакансене пурне те пурнăçра хăйсен вырăнне тупма, кăмăла каякан профессие алла илме, лайăх паллăсемпе малашне те вĕренме сунчĕç. Бала кашниех хутшăнаймасть. Тĕрлĕ конкурсра, тупăшура палăрнисем çеç çак чыса тивĕçеççĕ. Хĕрлĕ тӳреме пухăннисем полонез, вальс, полька ташласа çаврăнчĕç.
1 view
807
221
8 months ago 01:30:11 2
ИОСИФ АЛЕКСАНДРОВИЧ ДМИТРИЕВ- ТРЕР -77 çул!
11 months ago 00:15:03 1
Республика. (на чувашском)
1 year ago 00:02:20 4
Тĕрлĕ ĕç-пуçа явăçтарĕç
1 year ago 02:24:27 1
Чăваш наци тумĕн 3- мĕш фестивалĕ.
1 year ago 00:03:24 1
Чунĕпе вăйлă
1 year ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
1 year ago 00:01:47 17
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:28 1
Пĕчĕк Стёпăн кун-çулĕ
1 year ago 00:02:14 1
«Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд
1 year ago 00:02:34 1
Ача садне çӳрекенсемшĕн те кăсăклă
2 years ago 00:02:05 1
Вăйли малта
2 years ago 00:01:54 1
Вăрçă çулĕсем — куç умĕнче
2 years ago 00:02:07 1
«iВолга» форум вĕçленчĕ
2 years ago 00:03:19 12
Чăваш Ен хастарĕсем – «iВолга» форумра
2 years ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
2 years ago 00:01:21 1
«Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет
2 years ago 00:01:45 1
100 балл илекенсем нумайланнă
2 years ago 00:02:33 1
Хоккей коробки вырнаçтарĕç
2 years ago 00:01:29 4
«Çамрăксен хули» форум
2 years ago 00:02:27 1
«Симĕс ылтăн» лаптăкне 10 хут ӳстерĕç
2 years ago 00:01:12 1
Каçалсем наци проекчĕсемпе курăмлă ĕçлеме тăрăшаççĕ
2 years ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать