Ашшĕн çулĕпе пырать

«Пĕрремĕш тухăçа илсен чун савăнчĕ. Тупăшĕ пысăках пулмарĕ пулин те юлнă укçапа техника илме май килчĕ. Республика та ура çине çирĕпрех тăма пулăшрĕ». Муркаш районĕнчи Ойкас ялĕнчи Александр Толстов «Ĕçе пуçăнакан фермер» грантпа хуçалăха аталантарса янă. Пилĕк гектартан пуçарса янă пĕрлешӳ халĕ малаллах ăнтăлать. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Çак уй «Нива» колхоз арканнă хыççăн темиçе çул пушă выртнă. Халĕ кунта çирĕм гектар çинче купăста ешерсе ларать. Пусă çаврăнăшне çĕре Толстовсен çемйи кĕртнĕ». «Нива» колхозăн икĕ пин гектар çĕр пулнă. Вĕсенчен 800 гектарĕ Александр Ивановичăн, тепĕр çĕр гектарĕ Александр Александровичăн. Ывăлĕнче тĕрек курса ашшĕ ăна ачаранпах çĕр ĕçне юратма вĕрентнĕ. АЛЕКСАНДР ТОЛСТОВ: «Мана пĕрле илсе çӳретчĕ яланах. Тракторпа çӳреме вĕрентрĕ. Пĕрремĕш классрах пулĕ трактора çӳренĕ. Вара ун хыççăн çакăнтах юлтăм». 2019 çулта çамрăк «Ĕçе пуçăнакан фермер» гранта тивĕçет. Ура çине тăма патшалăх ăна пĕр миллион та пилĕк çĕр пин тенке яхăн укçа парать. Илнĕ мулпа Александр Толстов фермер управăш хута янă. Ăна вăл колхозăн юхăннă кăшкарĕнчен çĕкленĕ. Çурта çĕнетнĕ, ăшăрах пултăр тесе полимер материалне усă курнă. Бетон янă, урай сарнă, хушма çурт тунă. Халĕ управăш 1500 тăваткал метр лаптăк йышăнать. Унта пин тонна купăста, 800 тонна çĕр улми кĕрет. Çапах та кунпа кăна лăпланса ларасшăн мар çамрăк фермер. АЛЕКСАНДР ТОЛСТОВ: «Халь малалла тата тепĕр овощехранилище строить тăвасшăн». Тепĕр управăша çĕклеме те Толстовсене патшалăх пулăшать. Кăçал вĕсем «çемье ферми» грант тивĕçнĕ. Хуçалăхра вара халĕ хĕрӳ ĕç пырать. Пĕрлешӳре çирĕм гектартан çĕр улми тата çирĕм гектартан купăста пухса илме хатĕрленеççĕ. ЕВГЕНИЙ СЕЛЮШКИН: «Эпир кунта Хурачка ялĕнче Муркаш районĕнче Толсовсем патĕнче ĕçлетпĕр, контейнер тăватпăр купăста валли. Кунне çирĕм штук тăватпăр. Купăста кунта ăнлă пырать. Вăйлă пулать». Хуçалăхра çулталăкĕпех ĕç пур. Кунта кӳршĕ ялти çынсем вăй хураççĕ. Хĕлле пуçтарнă тухăçа ытти региона ăсатаççĕ. Çуркунне калча ӳстереççĕ. Ăна валли кунта икĕ теплица хута янă. «Çĕр хăйне хисепленине юратать. Тар тăкса ĕçлекене çĕр паха тухăçпа савăнтарать» иккĕленмест Александр Толстов çамрăк фермер.
Back to Top