Урамра утă уйăхĕ. Часах çуллахи каникулсем те вĕçленеççĕ. Ачасен парта хушшине ларма та вăхăт çитет. Шупашкарти 23-мĕш тата 38-мĕш шкулсенче вара халĕ те тĕплĕ юсав пырать. Подрядичик ĕçсене хăçан вĕçлеççĕ-ха? Ку ыйтăва уçăмлатма Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Дмитрий Захаров, Министрсен Кабинечĕн ертӳçин çумĕ Павел Данилов тата прокуратура ĕçченĕсем асăннă объектсене çитсе курчĕç.
Пĕр чăрмав та çук. Проектпе смета хучĕсем тĕрĕс, тĕрĕслев тухас çук, укçи те çителĕклĕ. Анчах та «Глобалстрой» пĕрлешĕве ĕçсене вĕçлеме тем чăрмантарать. Юсава малтан пуш уйăхĕн 30-мĕшĕччен вĕçлемелел пулнă. Кайран утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Çапах та подрядчик çав-çавах ĕлкĕреймест, васкамасть. Халĕ унăн сăмахĕсемпе ĕçсен 96 процентне пурнăçланă. Вак-тĕвек ĕçем юлнă-мĕн. Икĕ эрнере вĕсене вĕçлеме шантарать подрядчик. Шупашкарти 38-мĕш шкулта вара лару-тăру начартарах. Кунта каллех çав «Глобалстрой» пĕрлешӳ. Подрядчик ĕçсен 80 процентне пурнăçланине шантарать. Анчах та объектра чылай пӳлĕме юсама та пуçламан иккен. Кунне кунта нумаййи те вунă çын ĕçлет. Ку хăвăртлăхпа ĕçлесен шкул пĕлӳ кунне хатĕр пулмасси куç кĕрет. Çакна шута илсе эрне вĕçĕччĕн подрядчика тимлеççĕ. Ун хыççăн пĕрлĕхлĕ саккас тытăмĕ йышăну тăвĕ. Мĕнле йышăну пулсан та вăхăт хăвăрт шăвать.
1 view
386
114
2 months ago 00:03:23 1
тимати & адель — птичка [холостяк 8] и третий, мать его, перезалив +380k
4 months ago 00:03:44 1
Группа крови (Кино)
5 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
5 months ago 00:05:49 1
Алексей Московский — Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать (Акатуй 2024 Июнӗн 15-Мӗшӗнче Мускав хулинче)
11 months ago 00:44:11 1
Притчи о соседях. Поучительные истории
1 year ago 00:03:30 8
Ov Music - Here with you “Official music video“
1 year ago 00:04:41 1
ОЧЕНЬ сильные заговоры на хорошую учебу!!!!
1 year ago 00:01:22 1
Шăнкăрав янăрать-ши?
1 year ago 00:03:20 2
Вырăна çитсе курчĕ
2 years ago 00:02:31 4
Чăваш Енре 5 пине яхăн çамрăк шкул пĕтерет
2 years ago 00:36:56 1
AFTER HOURS(VAPOᦅ
2 years ago 00:04:08 13
Алексей Московский и Полина Борисова - Хулиган
3 years ago 00:00:59 31
Сасси тĕрлĕрен янăрать
3 years ago 00:02:57 56
Turkish Multicouples | Say İt Right
4 years ago 00:06:06 1
KAK C ПOMOЩЬЮ TPAB УЛУЧШИTЬ COБCTBEHHУЮ ЖИЗHЬ.
7 years ago 00:02:50 1
Ачасен ӳнер тĕнчи
8 years ago 00:01:22 1
Шупашкарти 5-мĕш гимназире юлашки шăнкăрав янăрарĕ