«Хăрушсăр тата паха çулсем» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикинче йывăр тиевлĕ машинăсен виçине тĕрĕслемелли виççĕмĕш автоматизациленĕ пункт хута кайрĕ. Вăл «Никольски-Етĕрне-Нурăс» çул çинче вырнаçнă. Цифра технологийĕсем аталанса пыни йывăр тиевлĕ автомашинăсене виçме çăмăллăх кӳрет. Халĕ тимĕр ута виçмешкĕн техникăна чармалла мар, хăвăртлăха çеç пĕчĕклетмелле. Виçмелли хатĕрсене рама çине тата асфальтлă çул çине вырнаçтарнă. Хальлĕхе кунта тĕрĕслев тапхăрĕ пырать. Автоматизациленĕ пунктсем асфальтлă çула упрама тата йывăр тиевлĕ машинăсене хăвăрт, çул çинче чăрмав кăлармасăр тĕрĕслеме май параççĕ. Ку пунктсем талăкĕпех ĕçлеççĕ. ВЛАДИМИР НИКОЛАЕВ: «Ку Чăваш Республикинчи виççĕмĕш пост. Пĕри Улатăрта, тепри Муркаш районĕнче тата Етĕрне районĕнче. Ятарлă сенсорлă хатĕрсем техника габаритне тата виçине тĕрĕслеççĕ. Енчен те машинăн габаричĕсем палăртнинчен пысăк пулсан ку та йеркене пăсни. Ун пек чухне штраф параççĕ». Техника йывăрăшĕн виçи тӳрех электронлă хыпар хăми çине тухĕ. Виçе кăтартăвĕсем админи
1 view
63
17
1 year ago 00:01:23 2
Çулсене йĕркене кĕртĕç
1 year ago 00:01:30 1
Бердянск районĕнчи вĕрентекенсем Чăваш Ене килĕштернĕ