«Хурăн шывĕ»

20-мĕш ĕмĕрти ачасен хыпар-хăнар çăлкуçĕ нумаях пулман: хаçат-журнал, радио-телевизор тата, паллах, кĕнеке. Пурнăçăн хурапа шурă енĕсене чухлама та вĕсенчен вĕренсе пынă пĕчĕккисем. Шăпăрлансем аслă ăрури çынсене пулăшма та манман. Ырă ĕçпе ырă тĕслĕх кăтартакан ачасем çинчен кино ӳкерни те сăваплă. «Хурăн шывĕ» илемлĕ фильм çакнашкал маттурсемпе паллаштарать.
Back to Top