Чăваш Енре «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕ туллин пурнăçланать. Унпа килĕшӳллĕн кăçал 110 ҫухрăм ҫула тĕпрен юсамалла, 66 объектра ĕҫе йĕркелесе пымалла. Юсав ĕçĕсене мĕнле ирттернине тĕрĕслеме республикăри транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов çула тухрĕ.
Палăртнă объектсенчен пĕри – «Шупашкар – Сăр» аслă çул. Унта ĕçлекенсем транспорт çÿрекен пайне асфальт сийĕ сараççĕ. «Шупашкар – Сăр» республика пĕлтерĕшлĕ çул шутланать. Вăл çичĕ муниципалитета çыхăнтарать: Шупашкар, Красноармейски, Элĕк, Вăрнар, Çĕмĕрле, Улатăр тата Пăрачкав тăрăхĕсене. Унсăр пуçне унпа Чулхула, Чĕмпĕр облаçĕсене тата Мордва республикине каяççĕ е килеççĕ.
ЛЕОНИД ЕВДОКИМОВ: «Шупашкар – Сăр» çулĕ çинче 14-мĕш километртан пуçласа 18-мĕш километра çити çул çинче юсав ĕçĕсем ирттеретпĕр. Ку çулпа нумай çул усă курни пирки шăтак-путăксем çул çинче нумайланса кайрĕç. Пĕтĕмпе кунта 32 000 квадратлă метр лаптăк. Паянхи кун кунта фрезапа ĕçлетпĕр. Çула тӳрлетнĕ ĕçсене вĕçлесе пыратпăр паян. Малалла 4 см хулăнăш асфальт саратпăр. Техника пурте çителĕклĕ».
Трак Енри Шетмӗ шывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсас ĕç те кал-кал пырать. Кунти ĕçсене те «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проектчĕн шайĕнче пурнăçлаççĕ. Çу пусламăшĕнчех кĕперĕн 50 % тĕпрен юсаса вĕçленĕ. Етӗрнери «Никольски – Етӗрне – Калинино» республикӑри автомобиль ҫулне уйрăм тимлĕхре тытаççĕ влаçра тăрăшакансем. Тӗп юсав ĕçĕсем хальхи вăхăтра кунта хĕрӳ пыраççĕ. Планпа килĕшӳллĕн ку объектра ҫул-йĕр паллисене çĕнетĕç, асфальт хĕррипе тимĕр лутра хӳтĕлев хӳми вырнаçтарĕç, 6 автобус чарăнăвĕсене илемлетĕç, çуран ҫӳремелли ҫулсене хăтлăх кĕртĕç, çутăпа тивĕçтерĕç. Яваплă пĕрлешӳ ĕçсене çулталăк вĕçĕччен пĕтерме шантарать.
АЛЬБИНА ПАРАМОНОВА: «Пирĕн çулсенче кунта малтан шăтăк-путăксем пулнă. Пирĕн умран машинăсем танкăр-танкăр кайнă пек. Халь çулĕ лайăх. Машинăсем те хăвăрт чупа пуçларĕç. Ку пирĕн тĕп çул. Кунта машинăсем пирĕн патран иртсе каяççĕ».
Наци проекчĕ транспорта ҫӳретме май паракан ҫулсене республикипех юсама май парать. Çавăн пекех çул-йĕр ĕçченĕсем Вăрмарти «Аниш» автоçул çинче икĕ çухрăм ытла лаптăкра та яваплăха туйса вăй хураççĕ. Çурлан 22-мĕшĕнче объекта вĕçлес тесе тар тăкаççĕ. «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» наци проекчĕн шайĕнче паракан тĕрев сахал мар, асăннă объектсене хута яма пурĕ 4 миллиард çурă ытла укçа-тенкĕ уйăрнă.
1 view
261
53
1 year ago 00:03:06 1
Регионти çулсем çирӗп тимлӗхре
1 year ago 00:01:26 1
Гладков урамĕнче яка çул
2 years ago 00:01:48 1
Килĕшӳ çине килĕшӳ
2 years ago 00:02:18 1
Троллейбуссем кайрĕç
3 years ago 00:02:14 1
П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ
4 years ago 00:01:31 2
Такăр çулсем нумайрах пулмалла
6 years ago 00:02:13 1
Автотранспорт пассажирсене турттарнă чухнехи хăрушсăрлăха – уйрăм тимлĕх
7 years ago 00:02:53 1
Çĕмĕрле районĕнче республика программипе çулсем тăваççĕ
7 years ago 00:03:16 1
Йĕпреç районĕнчи шуркассисем çутă ĕмĕтпе пурăнаççĕ