Спорт объекчĕсене хута ярасшăн

270 миллион тенкĕ уйăрнă респуликăри физкультурăпа спорт учрежденийĕсене юсаса çĕнетме. Пилĕк муниципалитетра кăçал палăртнă ĕçсене пурнăçланă. Республикăри спорт министрĕ Василий Петров раштав уйăхĕн 10-мĕшĕччен пĕтĕм ĕçе вĕçлемелли çинчен асăрхаттарчĕ. 2030-мĕш çул тĕлне спорт занятийĕсене явăçтарнисен йышĕ 70% кая мар пулмалла, Чăваш Енре паян çак кăтарту 49% иртнĕ. Халăха спорт керменĕсемпе тивĕçтернин шайĕпе пирĕн регион çĕршывра малта пыракан регионсен шутĕнче. Çитес çул валли те пысăк ĕçсем палăртнă. Кĕçех «Çĕнĕ хула» микрорайонта çĕнĕ каток уçĕç. «Волга» стадионра реконструкци ĕçĕсем те вĕçленмелле. 2022 çулта пурнăçламалли ĕçсем тĕлĕшпе муниципалитсенчен заявкăсем йышăнасси вĕçленнĕ - пĕтĕмпе 250 миллион тенкĕлĕх 32 заявка. Тен, ытларах та пулатчĕç пуль, анчах хăшĕсене тавăрса панă. Пĕтĕмĕшле вĕсене раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче пăхса тухса хакламалла. Хăш-пĕр районпа хула заявка тăратман. Строительство материалĕсем хакланса кайнипе çыхăннă. Тĕрĕссипе, ку кăçалхи ĕçсене те пырса тивнĕ. 2021 çулта та Ула
Back to Top