Паян Чӑваш Енре пӗрлехи информаци кунӗ иртрĕ. Халӑхпа тӗл пулма республикӑри тӗрлӗ шайри влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем çула тухрĕç. Кун йĕркинче тăракан ыйтусене сӳтсе яврĕç мӗнпур муниципалитетра. Çĕрпӳ тăрăхĕнче пурӑнакансемпе республикăри цифра аталанăвĕн информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрӗ Михаил Степанов тӗл пулчӗ.
Информаци кунӗнче темиçе ыйтăва уçăмлатрĕç: хула тата муниципалитет округӗсенче нумай хваттерлӗ ҫуртсен территорийӗсене хӑтлӑх кӗртесси; муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш ҫӳрекен маршрутсене йӗркелесси тата ытти те. Çĕрпӳсем хаçат-журналпа тачă çыхăнура. Ку тăрăхри издательство ҫурчӗн туслӑ йышĕпе тĕл пулчĕ Республикăри информаци политикин министрĕ Пӗрлехи информаци кунӗнче. Çынсем юлашки вăхăтра хăйсем пурăнакан вырăнти экологи лару-тăрăвĕпе кăсăкланни, тирпей-хăтлăх кĕртме пулăшу ытларах сĕнни сисĕнет. Михаил Владимирович ку тăрăхри хуçалăхра ĕçлекенсемпе те тĕл пулчĕ. Хуçалăх тилхепине 10 çул ытла тытса пыракан Сергей Порфирьева шăтăк-путăклă çул тата çутă çитменни пăшăрхантарать иккен.
СЕРГЕЙ ПОРФИРЬЕВ: “Паянхи тĕлпулу питĕ кирлĕ пулчĕ. Ĕçлекенсем хăйсен ыйтăвĕсене хăрамасăрах пачĕç. Уçă калаçу пулчĕ”. Уйрăм хушма хуçалăхра ĕҫлеме тăрăшакансене патшалăх тĕрлĕ енлĕ аталанма майсем туса парать. Михайловка ялĕнчи Борисовсем социаллă контратпа усă курнă.
АЛЬБИНА БОРИСОВА: “2021-мĕш çулта эпир соцконтракт çыртамăр. Унпа эпир çĕр сырли ӳстерме шутларăмăр. Вăл пулăшупа эпир трактор тата çĕр çырли калчи илтĕмĕр. Халĕ пирĕн çĕр çырли теплицăра та, уçă çертре те ӳсет. Малашне те эпир çав ĕçе аталантарса пырасшăн. Тата хăмла çырли ӳстерме шут пур-ха пирĕн”. Хăтлăх-тирпейлĕх ыйтăвĕ çĕрпӳсемшĕн тимлĕхре. Никитин урамĕнчи 2-мĕш çурт лапамĕ юлашки вăхăтра тĕпрен улшăннă.
АЛЕВТИНА АЛЕКСАНДРОВА: “Питĕ лайăх. Кунта асфальт çинче шыв тăратчĕ, скамейкăсем çукчĕ. Питĕ лайăх, ачасем те выляççĕ – хăвăр куратăр. Тротуарсене турĕç, стоянка турĕç çакăнта. Машинсене лайăх халь хумашкăн, асту çерем çинче ларатчĕç”. Тирпей-илем кӗртес ӗҫ наци проекчӗпе пурнӑҫланать. Тĕп вырăнта – çынсен пурнăçне лайăхлатасси.
АЛЕКСЕЙ ИВАНОВ: “Кăçал Çĕрпӳ хулинче 12 объект юсатпăр. Ăна валли 56 миллион уйăрса панă. Паянхи куна 7 объектра ĕçсем вĕçленчĕç”. Çĕрпӳре пурăнакан халăх вырăнти ыйтусене тĕл пулура тапратрĕ, хăйсене мĕн пăшăрхантарнине уçăмлатрĕ. Ҫакӑн пек тӗл пулусем тухӑҫлӑ та усӑллӑ пуласса шанаҫҫӗ влаҫра тӑрăшакансем те.