Паян регионта Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак уява пĕлтĕр Олег Николаев Хушăвĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕччĕ. Пĕлтерĕшлĕ куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен пĕри – ăслăлăхпа практика конференцийĕ. Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн уявне утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тума ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак кун 1995-мĕш çулта Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Уяв çамрăк пулсан та, вăл пин-пин яваплă çынна пĕрлештерет. Паянхи куна Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсенче 9 000 ытла çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче вĕрентекенсем те, тухтăрсем те, спортсменсем те пур. Комисси пайташĕсем çулсеренех хăйсен тивĕçне яваплăн пурнăçлаççĕ. Çакна пысăк кăлтăксемсĕр, тĕрĕс-текел иртекен суйлавсем те çирĕплетеççĕ. Раççейри тата чикĕ леш енчи çĕршывсенчи суйлав тытăмне аталантарасси, суйлав комиссине çамрăксене явăçтарасси, сасăлав тапхăрне цифра технологийĕсене усă курса йĕркелесси. Çак тата ытти ыйтăва пухăннисем наукăпа практика конференцийĕнче сӳтсе яврĕç. ГЕННАДИЙ ФЁДОРОВ: «Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн. Пирĕн уява юнашар регионсенчен нумай хăна килчĕ. Эпир çак конференцинче питĕ интереслĕ, усăллă ыйтусене сӳтсе яватпăр». Суйлав йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тӳпе хывнисем уявра хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем суйлав комиссийĕнче пирвайхи утăм тăвакан çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев
5 views
1548
558
10 months ago 00:01:33 1
Нумай ачаллă çемьесене — тĕрев
10 months ago 00:21:30 1
Чăваш культурин управçисем
10 months ago 00:02:34 1
Николай Петров – Раççей Паттăрĕ
10 months ago 00:00:25 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Анна Никитинан комментарийĕ
11 months ago 00:01:31 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Алена Елизарован комментарийĕ
1 year ago 00:03:44 1
Автобус кĕтеççĕ
1 year ago 00:03:24 1
Чунĕпе вăйлă
1 year ago 00:02:44 56
Юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫулта
1 year ago 00:02:02 1
3 шкул çĕкленет
1 year ago 00:03:58 1
Николай Казаков композитор 60 çулхи юбилейне паллă тăвать