Шупашкарта сывлăх енчен хавшак ачасен çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕиртет. Тупăшу тăватă куна пырать. «Олимпийский» стадионта Раççейĕн аллă икĕ регионĕсенчен тата Беларуç Республикинчен килсе çитнĕ виç çĕр çитмĕл ытла спортсменсен ăмăртăвĕ пуçланчĕ. Кайри каярах пултăр, малти маларах пултăр. Пĕрин хыççăн тепри. Кашниех мала тухма ĕмĕтленет. Çапах – çĕнтерӳçĕ пĕрре. Чи вăйлисем малтисен ретĕнче пулĕç те. Ăмăртуçăсене хавхалантару туйăмĕ кĕртекенсем пĕрремĕш кунхи тупăшăва хумханса сăнарĕç.
АЛИНА ИВАНОВА: «Пĕрремĕш хут çакăн чухлĕ нумай регион килнĕ. Паллах, çак ачасене пурне те тав сăмахĕсем каласшăн. Сывлăхне çитерсе, вĕсем çакăнта килсе ăмăртаççĕ. Пирĕн ачасемшĕн вĕсем тĕслĕх. Сывлăх тата лайăх ăмăртма сунасшăн хамăн Чăваш Республикин командине. Вĕсем лайăх кăтартусем кăтартасса шанатăп». Çăмăл атлетсем тăватă кунра спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртса медальсемшĕн тупăшĕç. Çӳллĕшпе тăршшĕне сикесси, кĕске тата вăрăм дистанцисене чупасси, йĕтре тĕртесси, диск, сăнă ывăтасси. Паллах, малтанласа ал-урана çемçетмелле.
ТАТЬЯНА МАТРОСОВА: «Халĕ спортсменсен хатĕрленӳ тапхăрĕ пырать. Вĕсем хĕрсе кайсах тупăшăва хатĕрленеççĕ. Часах эпир пĕрремĕш ăмăртăвăн çĕнтерӳçине те пĕлĕпĕр». «Тăван килте хуралтă та пулăшать», – теççĕ. Чăваш Енре çӑмӑл атлетикăна кăмăллакансем пурах. Ăмăртуçăсене хавхалантаракансем те стадионта чылай. Вĕсем кашниех хăйсем кăмăллакан спортсмен çĕнтерессе шанаççĕ.
1 view
318
78
2 years ago 00:01:50 1
Шахмат кубокне çӳллĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ
2 years ago 00:01:31 1
Раççей чемпионачĕ вăй илчĕ
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ
3 years ago 02:48:56 295
Чё Происходит #136 | Лиман сдан, Северный поток взорван, ДНР, ЛНР, Запорожье и Херсон присоединили
3 years ago 00:03:44 5
Шахмат – музейре
3 years ago 00:01:44 1
Çăмăл атлетика енĕпе Раççей чемпионачĕ уçăлчĕ
3 years ago 00:00:54 1
Тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç
3 years ago 00:02:34 21
Шырав отрячĕсен фестивалĕ иртрĕ
4 years ago 00:02:06 3
Сухалакансем тупăшаççĕ
4 years ago 00:01:32 1
Шупашкарта çĕршыври хăвăрт утакансем тупăшрĕç
4 years ago 00:23:34 7
Не умереть на соревнованиях. Веломарафон «Велкий лес».
4 years ago 00:01:50 1
Чемпион мастер-класс ирттерчĕ
4 years ago 00:01:55 1
Чăваш Ен ертӳçи çĕнтерӳçĕ-спортсменсемпе тĕл пулчĕ
5 years ago 00:02:00 3
«Шупашкар хурчкисем» «Арсенал» ушкǎнпа тěл пулчěç
6 years ago 00:02:04 1
Çĕнĕ Шупашкарта 10-мĕш хут каратэ енĕпе Раççей чемпионачĕ тата первенстви иртрĕ
7 years ago 00:01:34 1
Ырă кăмăллă çамрăксемпе Чăваш Ен правительстви тупăшрĕ
7 years ago 00:02:24 1
Тĕп хулара сывлăха çирĕплетмелли майсем анлăланаççĕ
7 years ago 00:01:43 1
«Парабадминтон пĕрлештерет»
7 years ago 00:02:43 1
Футбол музейĕ — республикăра пĕрре
7 years ago 00:01:49 176
9 чемпионат и первенство России по каратэ WKC. Репортаж на чувашском языке