Шкулсене юсĕç

Республика ертӳçи Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă çырура Чăваш Енĕн аталану çул-йĕрне палăртрĕ. Вĕсенчен пĕлтерĕшлисенчен пĕри – шкулсене юсаса çĕнетесси тата çĕннисем çĕклесси. Кăçал вĕрентӳ çурчĕсене юсама федераци хыснинчен 2 миллиард тенкĕ ытла пăхса хăварнă. Ку укçа-тенкĕпе Чăваш Енри 15 муниципалитетри 31 шкула юсĕç. Республикăри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров Улатăр хулипе районĕнчи пĕлӳ çурчĕсене юсас умĕн çитсе курса хак пачĕ. Чӳрече çинчи хушăксене хутпа тата скотчпа çыпăçтарнă, штукатурка тăкăнать, стенапа урайĕнчи краска хăпăнать. Ку ӳкерчĕк Чуварлей шкулĕнче вĕренекенсене тахçанах тĕлĕнтерме пăрахнă ĕнтĕ. Шкул çумне 1957-1987-мĕш çулсенче хушма çуртсем туни те урамранах курăнать. АЛЕКСЕЙ СМИРНОВ: «Çĕнĕ йышши шкулсенчи классенче лаборатори пур. Паян пӳлĕм çитменрен уроксене киноуроксен пӳлĕмĕнче ирттеретĕп. Оборудованипе тивĕçтернĕ кабинетисем çук. Енчен те эпир вĕсене туянсан та кирлĕ пек вырнаçтараймастпăр». Шкула шыв кĕмест. Вăл уйрăмах кĕçĕн классенче вĕренекенсене кирлĕ
Back to Top