Юманшăн сасăлар

Муркаш тăрăхĕнчи Ильинкăри юман тăваттăмĕш хут сасăлава хутшăнать. «Раççейри çулталăк йывăççи» конкурс çурла уйăхĕн 1-мĕшĕччен пырать. 24 метр çӳллĕш чăваш юманĕ 372 çулта. Тупăшăва кăçал 69 йывăç хутшăнать. Ильинкăри юманшăн сасă парас тесен каçăпа куçса 42-мĕш номере пусмалла е куар-код урлă та хăвăн шухăша палăртма пулать. Ку эрнере Чăваш Енри чи аслă юман патĕнче шкул ачисем пухăнчĕç. Кунта семинар ирттерчĕç.
Back to Top