Национальное телевидение Чувашии Цифра хатрсем пулш

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кăшăллă вирус алхасни, ятарлă çар операцийĕ тата ытти кĕтмен çĕнĕлĕх сутăн илмелли тытăмра килĕшӳпе тăрăшакан службăн ĕçне те витĕм кӳнĕ. Саккун шайĕнчи улшăнусене, сутăн илекен ĕç-хĕле цифра хатĕрĕсем çине куçарассипе палăрнă чи лайăх тĕслĕхсене регионсем йышĕнче иртекен конференцире тишкереççĕ. Вăл икĕ куна пырать. Чăваш Ене 17 регионтан тĕрлĕ специалист килсе çитнĕ. Вĕсен пысăк пайĕ вăл е ку тавара патшалăх шайĕнче сутăн илессипе е çак тапхăра йĕркелессипе тăрăшать. Урăхла каласан пурнăçшăн кирлĕ тата пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тимлĕхре тытать. Сăмахран, шкулсемпе ача сачĕсене, сыватмăшсене юсас, çулсем сарас тесен те патшалăх шайĕнче сутăн илессипе çыхăннă тапхăрпа тĕл пулма тивет. Çакă ĕçе пурнăçлакан подрячике тата таварсене тивĕçтерекене суйласа йышăнма пулăшать. Конференцире палăртнă тăрăх, Чăваш Ен централизациленĕ майпа вăл е ку тавара сутăн илессипе лайăх ĕçлет. ЛЮБОВЬ ИЛЬИНА: «Перекетленĕ укçапа урăх япаласем илме пултараççĕ е лайăхрах япала илме пултараççĕ. Çавăнпа та каламалла, çакăн пек конференцисем кирлĕ, вĕсене кашни çулах ирттермелле. Уссине конференцине хутшăнакансем кашни çулах туяççĕ». Конференцие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ. «Патшалăх шайĕнче сутăн илес ĕçе çакнашкал йĕркелени пĕр енчен конкуренци çуратать, тепĕр енчен вара тивĕçсĕр аукционсене сахаллатма май парать», – терĕ вăл.
Back to Top