Республикӑра хӑмла туса илессинче хальхи технологисене аталантараҫҫӗ

2035 ҫул тӗлне Чӑваш Енре 2 пин гектар ҫинче хӑмла ҫитӗнтерме тӗллев лартнӑ. Плантацисене пысӑклатнипе пӗрлех республика “симӗс ылтӑна“ ҫитӗнтермешкӗн мӗн кирлипе йӑлтах тивӗҫтерме хатӗр: калчаран пуҫласа техникӑпа технологисем таранах. Ку енӗпе Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче хӑмла туса илессипе ӗҫлекен центрӑн пӗлтерӗшӗ пысӑк. 
Back to Top