«Уйăх çинчи хĕр» анимаци мульфильмне ӳкернĕ

Чăваш мифологийĕпе фольклорĕ – хальхи йышши анимациллĕ мультфильмра. Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем чăваш халăх юмахне тĕпе хурса «Уйăх çинчи хĕр» мультфильм ӳкернĕ. Ăна пурнăçа кĕртме президент гранчĕсен фончĕн тĕрев укçи пулăшнă. Мĕн авалтан чăваш мифологийĕпе килĕшӳллĕн тĕнчене 3 пая уйăрнă. Çӳлти – яланах ырăлăхпа çыхăннă. Çакна «Уйăх çинчи хĕр» юмах та çирĕплетет. Кĕске пулсан та вăл вулакансене ĕçчен те патвар пулма, аслисене хисеплеме вĕрентет. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче вара юмаха вулама çеç мар, ăна лайăх пахалăхпа курма та май пулмалла. Сăнарсене «чĕртес» шухăш Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсен çуралнă. Çак пуçарăва пурнăçа кĕртме тĕрев укçине çĕнсе илни тата та ытларах хавхалантарнă. Тумалли ĕçĕ те сахал мар пулнă: сценари хатĕрлемелле, анимаци валли пĕчĕк пайсем ӳкермелле тата ытти те. Апла пулсан та мультипликаци проекчĕн пĕрремĕш фильмне пĕр уйăхран хатĕрлесе пĕтернĕ. Унта 3 Д-модель мелне те усă курнă. Шăпах çакнашкал технологи ачасен кăсăкланăвне çуратасса шанаççĕ йĕркелӳçĕсем. Çулталăк вĕçлениччен Шупашкарти культурăпа ӳнер аталанăвĕн центрĕн хастарĕсен Чăваш Ен çыннисене «Çил ачисем» тата «Улăп çĕрĕ» анимациллĕ фильмсемпе те савăнтарма шантараççĕ. Вĕсен ĕçĕ çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама та пулăшмалла.
Back to Top