Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă вĕрентекенĕмĕр, чăваш çырулăхĕпе литературине пуçарса яраканĕ. Сăмах, паллах, Иван Яковлев пирки пырать. Вăл йĕркеленĕ чăваш çырулăхĕ кăçал 150 çултарчĕ. Пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа Чăваш Енре тĕрлĕ ĕç-пуç ирттереççĕ. Сăмахран, Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче паян «Ă-150» пĕтĕм чăваш акци иртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхине упрасси, чăваш çырулăхĕн аталанăвĕн историне тишкересси. Шкул ачисем, студентсем, вĕрентекенсем, вулакансем – пурте акцине хутшăнчĕç. «Çĕнĕ чăваш çырулăхĕ – 150 çулта» куравпа паллашса вĕсем тĕрлĕ квестсем пурнăçларĕç. Чăваш Наци телерадикомпани хатĕрленĕ документлă фильмпа паллашрĕç. Акци шайĕнче «Чăвашлăх ыйтăвĕ» çавра сĕтел иртрĕ. Чăвашлăха упраса хăварас тĕллевпе йĕркеленĕ тавлашура тĕрлĕ çивĕч ыйтăва сӳтсе яврĕç